Турай ҫулне тӗпрен юсаҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2026, 09:53 Просмотров: 493

Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарасси пирӗн ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Кӑҫал республикӑра 600 ҫухрӑм ытла автомобиль ҫулне нормативлӑ виҫене кӗртӗпӗр. Вӗсенчен 70 километра яхӑн – М-12 трасса тунӑ хыҫҫӑн юсанӑ участоксем. Ҫак тӗллевпе 11,7 миллиард тенкӗ янӑ. Муркаш – Турай – «Сӑр» автоҫула халӗ тӗпрен юсаҫҫӗ. Муркаш тата Етӗрне округӗсенче пурӑнакансемшӗн ку – тахҫантанпах кӗтнӗ объект. Подрядчик графикран маларах ӗҫлет: шыв кӗртмелли сооружение улӑштарасси вӗҫленнӗ, ҫӗр ӗҫӗсем тата ҫул-йӗр тумне хатӗрлесси аван пырать. Кӗҫех кунта ҫӗнӗ виткӗҫ, тротуарсем, ҫутӑ тата хальхи чарӑну павильонӗсем пулӗҫ. Шӑпах ҫапла эпир Чӑваш Ене пурӑнма хӑтлӑрах тӑватпӑр. Ҫул-йӗр тӑвакансене профессионализмшӑн, ҫынсене шанӑҫшӑн, пулӑшушӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тав тӑватӑп. Ҫак улшӑнусене эпир пӗрле йӗркелетпӗр, пирӗн республикӑн кашни кӗтесӗнче пурӑнма, ӗҫлеме, малашнехи плансем тума меллӗ пултӑр, палӑртрӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6