Асăннă ÿсен-тăран малтанхи çулсенче Раççейăн нумай кĕтесĕнче паллă пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче çĕр ĕçченĕ ăна выльăх-чĕрлĕх валли силослăх ÿстерме пуçлани те паллă. Анчах çулсем иртнĕçемĕн çак культура сĕт пахалăхĕ çине иккĕленÿллĕ витĕм кÿме пуçланă. Çакна асăрханă хыççăн хресчен пултăрана ятарласа акма пăрахнă, анчах вăл çут çанталăкăн тĕрлĕ вырăнĕнче хăй тĕллĕн ÿссе аталанма тытăннă, çынсем умне хăрушлăх кăларса тăратнă.
Сосновский пултăранĕ – наркăмăшлă ÿсен-тăран. Ăна асăрханмасăр перĕнсенех ÿт пиçсе каять. Пĕçертнĕ вырăна çийĕнчех çуса илмесен тата нумай хушă хĕвел çинче пулсан, ÿсен-тăран çын çине аллергилле тата наркăмăшла витĕм кÿресси вăйланать. Паян çак ÿсен-тăран çĕршыври нумай вырăна çавăрса илчĕ. Çÿллĕ ÿссе каяканскер (3 метртан та иртет) вырăнăн-вырăнăн вăрман евĕрех курăнать. Усал курăк хăвăрт сарăлнипе унпа кĕрешесси йывăрланать. Европăри çĕршывсенче унпа кĕрешме патшалăх программи йышăннă тĕслĕхсем те пур. Мĕнре-ха Сосновский пултăранĕн хăрушлăхĕ? Кунта тĕп хăрушлăха палăртса хăвармалла, мĕншĕн тесен асăннă ÿсен-тăранăн тунипе тураттисем çинче ыраттаракан йĕпсем çуккипе çынсем ăна перĕннине тата ыратăвăн малтанхи туйăмне çийĕнчех асăрхамаççĕ. Ку вара малаллахи хăрушлăхпа çыхăннă. Асăннă ÿсен-тăрана çара ÿтпе перĕнсенех, унăн сĕткенне çийĕнчех çуса ямасан, çав вырăн хăвăрт хĕрелет, кĕçĕтме пуçлать. Кун хыççăн вăл вырăнсенче шĕвекпе тулнă хăмпăсем тухаççĕ, ыратма пуçлаççĕ. Пысăк лаптăксем кĕçĕтнĕ хыççăн ÿт температури хăпарать, вăй чакать, пуç çаврăнма пуçлать. Çакăн вăрттăнлăхĕ – ÿсен-тăран эфир çăвĕсемпе пуян пулнинче. Вĕсем хĕвел çутине (ультра-фиолет пайăркисене) лайăх сисеççĕ. #сен-тăран сокĕ хĕвел питĕнче ÿт пигментацине нумай хут ÿстерет, ÿте пĕçертсе ярать. Сывлăха кÿрекен сиен. Сосновский пултăранне перĕнни сывлама кансĕрлет тата сывлав çулĕсене пăвать. #сен-тăранăн тусанĕ пыра йĕкĕлтеме пултарать, сывлама йывăрлатать, хăстарать. Çакна шута илсе пултăран патĕнче нумай вăхăт пулма кирлĕ маррине асра тытмалла. Ирĕксĕрех нумай вăхăт пулмалла пулсан маска тăхăнни вырăнлăрах пулать. Ахальлĕн пуç çаврăнни тата тăн çухатни патне илсе çитерме пултарать. Енчен те асăннă ÿсен-тăран кĕлеткене лекнĕ вырăнсем 10 пайран 8-шĕпе танлашаççĕ пулсан, организм кунашкал йывăрлăха чăтаймасан та пултарать. #сен-тăран тусанĕ куçа лекесрен уйрăмах асăрханмалла, ахальлĕн суккăрланма та часах. Асăннă ÿсен-тăран хăрушлăхĕ пĕчĕк ачасемшĕн, кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсемшĕн, хроника чирĕсемпе аптăракансемшĕн пысăк. Çавăнпа та сире Сосновский пултăранĕ пĕçертсе ярсан çийĕнчех тухтăрсем патне çитме тăрăшмалли пирки аса илтеретĕп. Малтанах мĕн тумалла? Сосновский пултăранĕ лекнĕ вырăнта ÿт хĕрелме тата кăштах кĕçĕтме пуçласан, пĕр тăхтаса тăмасăр таса шывпа çуса ямалла. #т хăмпăланма пуçласан, 2-мĕш степеньлĕ пиçсе кайнă вăхăтри мелпе усă курмалла. Сиенленнĕ вырăна ÿт пиçсе кайнинчен пулăшакан препаратпа, кремпа сĕрĕр. #т хăмпăлансан çийĕнчех тухтăр патне кайма тăрăшăр. Хăмпăланнă вырăнсене хăвăр пĕлнĕ пек ан тасатăр. Çак вăхăтра йывăр ĕç ан тытăр, организма ахалех çăмăл мар. Хĕвел çутине тÿрремĕн лекес мар тесе темиçе кун урама ан тухăр. Хăмпăсем шăтса кайсан çийĕнчех сывлăх хуралçи патне кайма тăрăшăр. Хăрушлăха лекнĕ çынсен мĕн тумалла мар? Темĕнле пулсан та пиçсе кайнă вырăна ан хыçăр, ан вистĕр, суранпа хăвăр пĕлнĕ пек кĕрешме ан васкăр. #т çине çуллă маç ан сĕрĕр, вăл унта кислород пырассине чарать. Кун пек чухне суран час юсанмасть. Профилактика пирки калаçнă чух хаçат вулакансене Сосновский пултăранĕнчен асăрханасси пирки самантлăха та манмалли çукки пирки аса илтеретĕп. Ку тĕллевпе ялсенче хунаса кайнă пултăран лаптăкĕсене вырăнти пуçлăхсем пулăшнипе пĕтерессипе тивĕçлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла. Çак ÿсен-тăранăн кайăвне çуркунне чечеке лариччен çулни-пуçтарни лайăх. Ăна валли ятарлă тумтир тăхăнни вырăнлă пулать: брезент куртка тата çирĕп материалтан çĕленĕ кĕпе-йĕм, резина атă, перчетке, çĕлĕк, ятарлă пластик куçлăх. Сосновский пултăранĕпе пиçсе кайсан сывату ĕçне çийĕнчех пуçласан çеç пысăк хăрушлăх катара юлни пирки никамăн та манас марччĕ.
Регина НИКОЛАЕВА, «Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» ФБУЗ фельдшер-лаборанчĕ.
Август 2026 |
