Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе

Категория: Общество Опубликовано: 10.07.2026, 10:29 Просмотров: 683

Производствăна аталантарнăçемĕн малашлăхпа пурăнакан умне ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çĕнĕлле тухса тăраççĕ. Вĕсем паян кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ.

Çакна шута илсе муниципалитет округĕн ларусем ирттермелли залĕнче нумаях пулмасть округри ĕç коллективĕсен ертÿçисемпе тата вырăнти ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсемпе ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлес ыйтусемпе семинар-канашлу иртрĕ. Ăна территорие хăт-илем кĕртессипе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ – муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников ертсе пычĕ. «Ĕç хăрушсăрлăхĕ паян кашни коллективрах тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа та эпир хамăр тăрăхри ĕç коллективĕсенче производствăри хăрушсăрлăх, оборудованипе технологи процесĕсене модернизацилесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр», – терĕ Андрей Валерьевич ку ыйтупа çулсеренех «Ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» конкурс ирттернине палăртса. Чăваш Республикин Ĕç министерствин пай пуçлăхĕ Татьяна Петрова палăртнă тăрăх, çĕнĕлĕхсем вăй илнĕ вăхăтрах производствăра суранланасси пысăк ыйту пулса тăрать. Ăна ĕç параканпа коллективра вăй хуракан пĕрле пулнипе çеç туллин татса пама пулать. «Çулсеренех вырăнти ĕçсене пурнăçланă вăхăтра тĕрлĕ инкек пулса иртет. Вĕсене вăхăтра тишкерни тата çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнни ĕç хăрушсăрлăхне ÿстерме пулăшать. Ĕç хăрушсăрлăхĕшĕн вара ĕç паракансемпе пĕрлех сотрудниксем хăйсем те яваплă пулса тăраççĕ», – терĕ вăл 2025 çулхи производствăри травматизм статистикине тишкернĕ май. Пухăннисем ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе нумаях пулмасть вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсемпе, выльăх апачĕ хатĕрлес тата вырма ирттерес тапхăрсемпе паллашрĕç.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6