Раççей почти юлашки çулсенче йывăрлăхсемпе кĕрешет. Шанас килет, вĕсене вăл çĕнтеретех.
Апла пулин те Муркаш тăрăхĕнчи почта ĕçченĕсем алă усмаççĕ. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, ял çыннисем патне хаçат-журнал, çыру-посылка çитереççĕ. Пурте куратпăр, ялти почтальонăн ĕçĕ çăмăл мар. Вуншар çухрăм утма тивет унăн, хĕллехи сивĕсене, çуллахи шăрăха пăхмасăр. Коллективра тăрăшуллă ĕçченсем сахал мар. Пурин ятне те çырса пĕтерме çук. Çапах та Кашмаш ялĕнчи Светлана Смирновăна палăртас килет. Вăл чылай çул тăрăшса вăй хурать. Пуринчен ытларах хаçат-журнал валеçет. «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнтарассипе вăл ялан малта.
Хисеплĕ почта ĕçченĕсем, ветерансем! Сире професси уявĕпе тулли кăмăлтан саламлатпăр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр!
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ.
Август 2026 |
