Ĕнерхи салтаксене уй-хир чĕнет

Категория: Общество Опубликовано: 10.07.2026, 10:08 Просмотров: 688

Ятарлă çар операцине хутшăнакан тата хутшăннă салтаксене, вĕсен çемье членĕсене пулăшасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Регион шайĕнче те СВОна хутшăннисем тата вĕсен çемье членĕсем валли пулăшу мелĕсем анлă.

Пулăшăва салтаксен категорине тата вĕсем мĕнле ĕç пуçарма хатĕррине кура уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, «Агромотиватор» грант – ял хуçалăх производствинче ĕçлеме хатĕр çынсем валли. Июлĕн 6-мĕшĕнче федераци шайĕнчи «Агромотиватор» грант конкурсне хутшăнма заявка йышăнас тапхăр пуçланчĕ. Çак пуçару ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас тата вĕсене харпăр хăйĕн ĕçне аталантарма пулăшас патшалăх политикин приоритетлă енĕ пулса тăрать. Заявкăсене конкурса хутшăнакансенчен июлĕн 31-мĕшĕччен патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин порталĕнче йышăнаççĕ. Апла пулсан грант йĕркипе хальтерех тĕплĕн паллашмалла. Грант укçи-тенкипе ял хуçалăхĕнче производство тата склад çурт-йĕрне çĕнĕрен тума, юсама, модернизацилеме, выльăх-чĕрлĕх туянма тата ял хуçалăхĕнче ытти ĕç пурнăçлама усă курма юрать. Грант калăпăшĕ 5 млн тенкĕ таран пулма пултарать. Чăваш Ен иртнĕ çулта çак программăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен Раççейри 19 регионтан укçа малтан уйăрнисен йышне кĕнĕ. Çак грантпа ял хуçалăхĕнче харпăр хăйĕн хуçалăхне аталантарма май пуррине пирĕн округри Андрей Скворцов гранта тивĕçни те çирĕплетет. Федераци укçипе вăл çырла ÿстерме шухăшланă. Ăна валли ял хуçалăх техники, çырла калчи туяннă. Хальхи вăхăтра вăл çырла культурипе ĕçлет, пуçламăш 10 сотăй лаптăкран 50 сотăй таран çитересшĕн. Аса илтеретпĕр, «Агромотиватор» гранта конкурс никĕсĕнче çакăн пек категорисене параççĕ: республикăн яллă территорийĕсенче СВО ветеранĕсем ертсе пыракан фермер хуçалăхĕсене; СВО ветеранне – уйрăм çынна, енчен те вăл хăйне 30 кун хушшинче КФХ шайĕнче регистрацилеме шантарать пулсан. Тĕп услови – çар ĕçĕнчен хăтарнă СВО ветеранĕсем кăна çак пулăшăва тивĕçме пултараççĕ. Халĕ çар службинче тăракан салтаксен çар ĕçне вĕçлесен кăна конкурса хутшăнма ирĕк пур.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6