Республика аграрийӗсем ҫур ҫулта 1,5 миллиард тенкӗ ытла субсиди тата грант илнӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, АПКна паракан патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2026 ҫулта 9,3 миллиард тенкӗрен иртӗ. Халӗ отрасль представителӗсен ҫӗнӗ пулӑшу пакетӗнчен 30 млн тенкӗлӗх пай илме шанӑҫ пур. Тӑватӑ программӑпа заявка кампанийӗ пырать:
июль уйӑхӗн 12-мӗшӗччен – ӳсен-тӑран тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ял хуҫалӑх страхованийӗн тӑкакӗсене саплаштарма;
июль уйӑхӗн 15-мӗшӗччен – сурӑхсемпе качакасем туса илессин тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма;
июль уйӑхӗн 26-мӗшӗччен – мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма.
Ҫак мерӑсем «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект тата «Раҫҫей ялӗ» проект тӗллевӗсене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.
Август 2026 |
