Шупашкарти подрядчикпа Элӗк – Ишек автомобиль ҫулне юсама контракт тунӑ. Ӗҫсен хакӗ 89,5 млн тенкӗпе танлашать. Ҫав вӑхӑтрах бюджет укҫи-тенкине перекетлесси малтанхи хакӑн 36 процентне ҫитнӗ.
Ӗҫсене 2027 ҫулхи май уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа август уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫлама палӑртнӑ. Подрядчикӑн хальхи картана улӑштармалла, ҫул хӗрринчи шыв юхтармаллине, асфальтпа бетон сийне юсамалла тата автобус чарӑнӑвӗсене ҫӗнетмелле.
Август 2026 |
