Муркаш тăрăхĕнчи яшсемпе хĕрсем ĕçре те, спортра та хастар.
Пирĕн округри волейболистсен команди Пĕтĕм Раççейри «Земля спорта» марафонăн регион этапĕнче ăнăçлă ăмăртрĕ. Вăл Республика кунĕнче Кÿкеç поселокĕнче иртрĕ. Пирĕн спортсменсем хĕрÿ кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ятран асăнатпăр: Матвей Цветков, Димитрий Мостов, Роман Лоцманов, Данил Котельников, Евгений Голомыслов, Евгений Иванов, Анна Ермолаева, Влада Волкова. Çемье командисем хушшинче те муркашсем аван ăмăртрĕç. Сергеевсен команди – Ирина, Максим, Ярослав – виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Хастар çамрăксене ÿсĕмсемпе саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!
Август 2026 |
