Юлашки виçĕ эрнере вулакансем ку ыйтупа редакцие сахал мар шăнкăравларĕç. Лару-тăру уçăмланнă Хыççăн çапла пĕлтеретпĕр. Пĕтĕм республикипех хаçат валеçес ыйтупа йывăрлăхсем тухса тăнă. Округсенче пурăнакансем вăхăтра хаçат илсе вулайман. Почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн логистика пайĕн ертÿçи Екатерина Петрова пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта сортировка узелĕн çĕрлехи смени ĕçлеме пăрахнă. Çавна май хаçатсене вăхăтра ялсене яма май килмен. Халĕ республикăри управленире çак ыйтăва татса парассипе ĕçлеççĕ. Ун чухне «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат вулакансем патне кашни эрнекун çитме пуçлĕ. Екатерина Петрова Муркашри почта уйрăмĕ пурăна киле кашни кун ĕçлессине те каларĕ. Хальхи пек икĕ кун ĕçлени – вăхăтлăх пулăм. Апла пулсан, хисеплĕ вулакансем, шанчăка çухатмастпăр, лару-тăру лайăх енне çаврăнасса кĕтетпĕр.
Редакци.
Август 2026 |
