Пирĕн ялсемпе хуласенче çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри вăл – халăха куçса çÿреме кирлĕ те меллĕ çул-йĕр. Автоçулсем тăвасси, вĕсене пăхса тăрса вăхăтра юсасси çăмăл ĕç мар, вăл тăтăш яваплăх ыйтать. Анчах çул-йĕр хуçисемпе строительсем тăрăшнипе кунта пĕр ĕç те ыранхи куна юлмасть. Вăхăтра пурнăçланă паха ĕç калăпăшĕ муниципалитет округĕн сăнне, инвестици туртăмне, хамăр енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшать.
Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсем муниципалитет округĕн территорийĕнче водительсемпе пассажирсене, çуран çÿрекенсене хăтлă çул-йĕрпе тивĕçтерессишĕн тăрăшни паян пур çĕрте те туллин курăнать. Строительсем çил-тăманлă çанталăкра та, çумăрлă вăхăтра та çулсем çинче хăрушсăрлăх хуçалантăр тесе хăйсем умне лартнă объектсенче калăпăшлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çакна ырламалла кăна.
– Муркаш муниципалитет округĕ автоçулсем тăвассипе тата вĕсене пăхса тăрассипе – республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Кунта паянхи çулсен 80 проценчĕ ытла норматив ыйтнине пăхăнса тăрать. Эсир хăвăрăн профессионализм ăсталăхне малалла туптасса, ума лартнă тĕллевсене пысăк пахалăхпа пурнăçласса, çав тĕллеве никĕсе хурса халăхпа пĕрле пулса пур майпа та туллин усă курасса эпĕ шанатăп, – палăртрĕ Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн заместителĕ Роман Краснов Тойкилтĕре пурăнакансемпе тĕл пулу ирттернĕ чух. Иртнĕ эрнере Роман Краснов округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе, «Хăрушлăхсăр çул-йĕр» парти проекчĕн муниципалитетри координаторĕпе Андрей Мясниковпа тата унăн заместителĕпе – строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Валериий Фоминпа асăннă ялта пулса курчĕç, çул-йĕр çинчи ĕçсем епле пынипе паллашрĕç. Каласа хăвармала, çулсене юсани тата вĕсене çĕнĕ хăт кĕртни ялсен сăнне, унти пурнăç условине ырă енне улăштарать. Пуçлăхсем малтанах «Тойкилтĕ – Кĕртекасси» автоçула юсанă çĕрте пулчĕç. Кунти ĕç-хĕл «Пурнăç валли пăхнă инфраструктура» наци проекчĕпе пурнăçланать. Кунта хальлĕхе çул хĕррисене сарассипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçал Тойкилтĕ ялĕ еннелле пыракан 2,5 километр çула юсаççĕ. Çакна валли 25 миллион тенкĕне яхăн укçа уйăрнă. Хăнасем вырăнти ĕçĕ-хĕл епле пынипе тата унăн пахалăхĕпе паллашрĕç. Кунта çакна та асăнса хăвармалла, асăннă наци проекчĕ шайĕнчех çак çулăн 3410 метр çулне юсанă. Унччен ĕçленĕ «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроект шайĕнче 2023 çулта асăннă çулăн 2 километрне, 2024 çулта 6 километрне яхăн çĕнетме пултарнă. Строительсем перекетлĕ ĕçлени хушма 700 метр çула юсама тата ку объектри ĕçсене кăçал вĕçлеме май парасса шанăç пур. Çулсем тăвасси-юсассипе ку вăл пирĕн округри пĕр объект çеç мар. Нумаях пулмасть 1 километр та 250 метр тăршшĕ «Мăн Шашкар – Мемеккасси – Хунтăкасси» автоçула юсас ĕç вĕçленчĕ. Халĕ кунта объекта йышăнса хута ярасси пырать. Паянхи куна Çатракасси территори пайĕн тĕп усадьбинчи Привольная тата Пришкольная урамсенче (пĕтĕмпе 1,6 километр), Турай территори пайĕнчи Мăн Токшикра Школьная тата Новая урамсенче (пĕтĕмпе 2,3 километр) юсав ĕçĕсем пыраççĕ. «Автанкасси – Муркаш – Козмодемьянск – Сентимĕр» автоçула та кăçалах 805 метр юсама хатĕрленеççĕ.
Çулсем пахалăхпа тимлĕх ыйтаççĕ
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ палăртнă наци проекчĕсемпе пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе çĕршыври пурнăçа малалла уттарма çулсем паян питĕ кирлĕ, вунă çултан мар! Кашни ял патнех асфальт çулсем çитерессипе ĕçленĕ хушăрах ялсемпе çĕнĕ урамсенче çулсен, тротуарсен пахалăхне ÿстерессин, урамсенче электричество çути çутассин ыйтăвĕ те çивĕчленсе пырать. Нумай çĕрте ăна халăхпа влаç пĕрле пулса татса пама пултарнăран пăр тапранчĕ темелле. Автомашинăсем çÿремелли çулсене хута ярассипе пĕрлех вĕсем çинче электричество çутасси те, тротуарсем тăвасси те кун йĕркинче тăраççĕ. «Сура» автоçулăн «Нискасси тата Муркаш – Турай – «Сура» сыпăкĕсенче тротуарсем, автобус чарăнмалли вырăнсем тăвасси те пысăк укçа ыйтать. Кунти ĕçсем епле пынипе «Универсал» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн тĕп инженерĕ Александр Иванов каласа пачĕ. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн заместителĕ Роман Краснов каланă тăрăх, 2020 – 2025 çулсенче вырăнти çулсене йĕркене кĕртессипе 500 миллион тенкĕ тăкакланă пулсан, Муркаш муниципалитет округĕнчи регион çулĕсем тĕлĕшпе 709,4 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Пуçарулăх бюджечĕн тытăмĕпе 2025 çулта 6,55 километр тăршшĕ çул тата нумай хваттерлĕ çуртсен 7 картишне юсанă. Министр заместителĕ пирĕн округăн тăрăшулăхне кура 2026 – 2028 çулсенче регион тытăмĕнчи çулсем валли уйăрма пăхнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 969,3 миллион тенкĕпе танлашнине палăртрĕ, вăл шутран 202,6 миллион тенки – 2026 çул валли. Кунпа пĕрлех вăл 2027 – 2028 çулсенче юсама плана кĕртнĕ çулсемпе тата çул çинчи объектсемпе паллаштарчĕ. «Автанкасси –Муркаш –Козьмодемьянск» автоçулăн пирĕн округ территорийĕнчи пайне 2028 çулта 7 километр юсаса хута яма 192,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çав çулах «Волга» – Мăн Сĕнтĕр – Шашкар пристанĕ» çула Муркаш муниципалитет округĕнче 5,1 километр юсамалли ĕçсене 113,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă.
Анатолий ПЕТРОВ.
Август 2026 |
