Кун пирки республика Правительствин эрнесерен иртекен канашлӑвӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова пӗлтерчӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ проект халӑх хушшинче питӗ кирлине палӑртрӗ вӑл. «Сывлӑх патне – утӑм» проект шайӗнче муниципалитетсенче халӗ «Сывлӑх пункчӗсем» ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
«Ҫак ҫутӗҫ проекчӗн тӗп тӗллевӗ – вырӑнсенче туса лартнӑ сывлӑх сыхлавӗн классикӑлла тытӑмне улӑштарасси мар, республикӑра пурӑнакансене хӑйсен сывлӑхӗ ҫине пӑхма вӗрентесси. Вӑл ҫынсене медицинӑн хальхи майӗсемпе паллаштарма, вӗсене профилактикӑпа сиплевӗн ҫӗнӗ инструменчӗсемпе пӗлсе усӑ курма хавхалантарма тӗллев лартнӑ, малашлӑха курма вӗрентет – анчах вырӑнсенче туса лартнӑ системӑллӑ пулӑшӑва улӑштармасӑр», – палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Тӗрӗслев витӗр 70 пине яхӑн ҫын тухнӑ, виҫҫӗмӗш пайӗ тӗпчеме направленисем илнӗ. Пӗрремӗш хут 1500 ытла ҫыннӑн пысӑк чирсем пурри палӑрнӑ, ҫакӑ сиплеве ир пуҫлама питӗ кирлӗ. Кӑҫал медиксем 500 хут ытла ҫула тухма палӑртнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – «Сывлӑх пункчӗсен» формачӗпе. Июнь уйӑхӗнче, республикӑра пурӑнакансен кӑмӑлне шута илсе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Сывлӑх патне – утӑм» проектне анлӑлатнӑ. Унта ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем кӗртнӗ: «Ача-пӑча тухтӑрӗ» тата «Кардиопоезд». Ҫакӑ ӗҫе пула поликлиникӑна ҫӳреме вӑхӑт тупайман ҫынсене медицина диагностикипе тивӗҫтерме май парӗ. Сывлӑх пуйӑсӗ – «Ача-пӑча тухтӑрӗ» Улатӑр, Вӑрмар тата Канаш муниципалитет округӗсенче пулнӑ ӗнтӗ. Медицина пулӑшӑвне 741 ача илнӗ, вӗсенчен хӑшне-пӗрне республикӑри малта пыракан медицина организацийӗсене ятарлӑ пулӑшу илме тӗпчеме янӑ. «Кардиопоезд» шайӗнче Ҫӗрпӳ, Куславкка тата Тӑвай округӗсенче 446 ҫынна тӗрӗсленӗ ӗнтӗ, 91 ҫынна тарӑн диагностикӑна янӑ. «Сывлӑх патне – утӑм» проект республикӑра пурӑнакансене чирсене вӑхӑтра тупса палӑртассине тата квалификациллӗ пулӑшу илессине тивӗҫтерет. Ку вӑл – Чӑваш Республикинчи пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тесе тухтӑрсен, волонтерсен тата ҫынсен хӑйсен вӑйӗсене пӗрлештерни», – палӑртрӗ Лариса Тарасова. Пур ҫул ҫӳревӗн тулли расписанийӗ Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пур. Ӗҫ малалла пырать.
«Ача-пӑча тухтӑрӗ» – Муркаш округӗнче
Ытларикун «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Сывлӑх патне – утӑм» анлӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн Муркаш районӗн тӗп больницин ача-пӑча поликлиникин территорийӗ ача-пӑча сассипе тулчӗ. Акци шайӗнче кунта «Ача-пӑча тухтӑрӗ» сывлӑх пуйӑсӗ ҫитрӗ: республикӑри тата хулари больницӑсен специалисчӗсем – кардиолог, невролог, окулист, хирург, эндокринолог, ЛОР-врач, дерматолог, стоматолог тата ыттисем – ҫамрӑк пациентсене йышӑнчӗҫ. Больницӑри медработниксем ачасене иртенпех консультацие ҫырăнтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Зоя Дипломатова тата Муркаш районӗн тӗп больницин тӗп врачӗ Оксана Попова тухтӑрсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ. Ачасем валли интерактивлӑ программа хатӗрленӗ. Медработниксем вӗсемпе ирхи гимнастика ирттерчӗҫ. Николай Угаслов ашшӗ-амӑшӗпе те, ачасемпе те калаҫрӗ. Картишӗнчи ачасемпе пӗрле вӑл ирхи гимнастика турӗ. Ачасем патне символла персонаж та – «Куҫ» – килчӗ. Унпа пӗрле арҫын ачасемпе хӗр ачасем куҫ курма ятарлӑ гимнастика турӗҫ. Унсӑр пуҫне медработниксем пулӑшнипе ачасем ҫӑвар гигиенипе паллашрӗҫ, шӑлсене тӗрӗс тасатмаллине вӗренчӗҫ. «Пирӗн ачасем – шанчӑклӑ алӑра, вӗсен ачалӑхӗ сывӑ та телейлӗ пултӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр. Мӗнпур медицина ӗҫченӗсене халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевлӗ ҫӑмӑл мар, анчах ҫав тери пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсемшӗн чун-чӗререн тав тӑватпӑр», – палӑртрӗ Николай Угаслов. Кун каҫипе тухтӑрсем пурӗ 275 ачана йышӑнчӗҫ. «Паянхи мероприяти вӑл – «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗн стратегине практикӑра пурнӑҫлани. Ачасен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшни – тӗп тӗллеве пурнӑҫлас ӗҫе тӳрремӗнех тӳпе хывни: пулас ӑрусем ытларах пурӑнччӑр кӑна мар, хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе обществӑн хастар та тулли членӗсем пулса тӑччӑр», – палӑртрӗ Муркаш районӗн тӗп больницин тӗп врачӗ Оксана Попова.
Август 2026 |
