Федераци антимонополи службин республикăри управленийĕ топливо рынокĕнчи лару-тăрăва контрольлеме «тÿрĕ лини» уçнă.
Енчен те эсир бензин хакĕ сăлтавсăр ÿснине асăрхасан (8352) 62-25-88 номерпе ĕç вăхăтĕнче шăнкăравлăр. Саккуна пăсакансене вырăна лартма ан именĕр. Операторсем сирĕн ятпа хушамата ыйтаççĕ, ыйту сăлтавне тĕпчеççĕ, айăплине палăртаççĕ. Çакăн хыççăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Эпир пĕрле çеç йĕрке тума пултаратпăр.
Август 2026 |
