Республика кунне кăçал Шупашкар округĕнче анлăн уявларĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Кÿкеç поселокĕнче çĕнĕ стадион уçнă. Икĕ пин ытла тăваткал метр лаптăкра футбол уйĕ, чупмалли çулсем, воркаут зони, урамри тренажерсем тата куракансен трибунисем вырнаçнă. Кунта спортпа туслашма мĕнпур услови пур. Республика ертÿçи тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн «Бичурин тата хальхи вăхăт» ятлă музее уçнă. Олег Николаев «Паха тĕрĕ» фабрикăн хута яма хатĕрлекен çĕнĕ центрне çитсе курнă. Çав кунах Кÿкеçре çемьесем валли «Манăн çемье центрĕ» тата аслисем валли «Ман социаллă центр» уçнă. Республика ертÿçи асăннă центрсем çынсен пурнăçне хăтлă тума пулăшассине палăртнă. Уяв илемĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулса тăнă.
Август 2026 |
