Çакăн пек тĕллев лартать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсем умне.
Регионăн влаç органĕсен официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канаш ларăвĕнче «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекта республикăра мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă. 2026 çулта республикăра 5 миллиард ытла тенкĕлĕх 1841 пуçарулăх проекчĕ пурнăçламалла. Вĕсем çул-йĕр хуçалăхне аталантарассипе, территорисене хăт кĕртессипе – çынсен пурнăç условине меллĕрех тăвассипе çыхăннă. Республикăра 2020 çултанпа вара 6700 ытла проект 8,7 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев тата строительство министрĕ Владимир Максимов çак проект объектсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Обществăлла канаш ларăвне хутшăнакансем çак ĕçе практикăна анлăрах кĕртме сĕннĕ, мĕншĕн тесен территорисене хăт кĕртессинче унăн эффективлăхĕ курăмлă. «Пĕр проект та пурнăçланмасăр юлмалла мар. Енчен те муниципалитетсем çак тивĕçре хăйсен пайне пурнăçлаççĕ пулсан, республика хушма тÿлевпе пулăшатех тата ĕçе вĕçне çитерет», – палăртнă регион ертÿçи. Тата çакна та хушса каланă, çынсен активлăхне пула муниципалитетсенче шалти конкурентлăх вăйланса пырать, ку, паллах, лайăх. Проектăн тепĕр ырă енĕ те пур. Ăна пурнăçланă май пĕчĕк çĕршыв çыхăнăвĕ вăйланать, çынсен яваплăхĕ ÿсет. Хулара пурăнакан çынсем те хăйсен ялĕн аталанăвне тÿпе хываççĕ. Çак проектпа Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем те активлă ĕçлеççĕ. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул пĕтĕмпе çÿлерех асăннă программăпа 159,2 млн тенкĕлĕх 63 проект пулнă. Проект ĕçлеме пуçланăранпа – 2017 çултанпа – 412 пуçарăва 870 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Иртнĕ çул Исетерккĕ ялĕнче те пуçарулăх программипе ял çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтерчĕç. Çак программа меллĕхне хамăр ял çыннисемпе пĕрле эпĕ те туйрăм. Чăн та питĕ кăмăллă. Ĕç пурнăçлаканĕ С. Шадрин предпринимателĕн ĕç ушкăнĕ пулчĕ, вĕсемпе пĕрле ертÿçĕ те. Иртнĕ çулхи 9 проект çул-йĕр юсассипе çыхăннă – пĕтĕмпе 33 млн тенкĕлĕх 6,5 км çул. 27-шĕ – шыв башни тата шыв пăрăхĕсен çыхăнăвне юсассипе, 101,6 млн тенкĕлĕх 30 ытла км. 3 проект тăрăх ача-пăча тата спорт площадкисене хăтлăх кĕртнĕ, хакĕ – 4,1 млн тенкĕ. 16 проектпа пĕвесене тасатнă, вĕсен таврашне хăтлăх кĕртнĕ, ăна валли 31,8 млн тенкĕ пăхнă. 4 проектпа палăксемпе парксене юсанă тата çĕнетнĕ, хакĕ – 5,8 млн тенкĕ. Асăннă программăпа ял клубĕсем хута кайни вара уйрăмах кăмăллă. Çынсем культура вучахне чĕртсе тăратасшăн, упрасшăн, кану ĕçне йĕркелесшĕн, хăйсен тăван тăрăхне хăтлăрах курасшăн. Ку енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем Мăн Шашкарта, Шатракассинче, Çатракассинче пулса иртрĕç, вĕсенче çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Тренккăри Культура çуртне юсарĕç. Çак ĕçсем валли пĕтĕмпе 34,7 млн тенкĕ пăхса хунă. Кăçал округра 86 проект пурнăçланмалла. Проектсем Ярапайкасси, Шетмĕпуç, Мăн Сĕнтĕр, Катькас тата Оринин территори пайĕсенче ытларах. Округри объектсенчи ĕç валли пĕтĕмпе 297 млн та 812 пин те 569 тенкĕ кирлĕ. Республика бюджетĕнчен 169 млн та 753 пин те 164 тенкĕ уйăрма палăртнă, вырăнти бюджетран – 98 млн та 238 пин те 258 тенкĕ, çынсенчен 29 млн та 821 пин те 146 тенкĕ пухнă. Аса илтеретпĕр, хаксем аукцион ирттернĕ тăрăх улшăнаççĕ, ку хаксем – малтанласа палăртнисем. Халĕ ялсенче проектсене пурнăçлассипе хĕрÿ тапхăр пырать. Акă Йÿçкасси территори пайĕн администрацийĕнчен лайăх хыпар илтĕмĕр. «Йÿçкассинчи 2-мĕш номерлĕ скважинăран Нÿрете каякан шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсассипе ĕçе вĕçленĕ. Проект хакĕ – 2 млн та 331 пин те 54 тенкĕ. Подрядчик «СВЯЗЬВОЛГАСТРОЙ» чикĕллĕ яваплăхлă общество пулчĕ. Ĕçе ответлăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа тата пахалăхлă пурнăçларĕ. Траншейăсем чавмасăр, пăрăхсене çĕр айĕпе шăтарса хучĕç», – çапла пĕлтерчĕç вырăнти администрацирен. Тунтикун Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура Олег Николаев пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене пурнăçланă чухне пахалăх çине тимлĕх уйăрма хушнă. Объектсене йышăнас ĕçе ял çыннисене хăйсене явăçтарма кирлине палăртнă. Июнĕн 15-мĕшĕнче 2027 çул валли проектсем тăратас тапхăр пуçланчĕ. Вăл августăн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Апла пулсан васкамалла.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
