Çак эрнере вĕçлеме задача лартрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 08:28 Просмотров: 474

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура регион Пуçлăхĕ Олег Николаев çурхи ака ĕçне çак эрнере вĕçлеме тĕллев лартрĕ.

Регионти Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕ тăрăх, Чăваш Енти ака кампанийĕ финиша тухса пырать. Июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне аграрисем тĕрлĕ культура пĕтĕмпе 247 пин га акма ĕлкĕрнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăна планпа пăхнин 83 процент ытла акнă. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тыр-пул пухса кĕртмелли пĕтĕм лаптăк 23064 га танлашать. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Çак шутра кĕрхи культура 5127 га йышăнать. Ку енĕпе «Ударник» хуçалăх, Суворов яч. хис. хуçалăх, Чкалов яч. хис. хуçалăх, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх, «Свобода» хуçалăх, «Куснар» агрофирма ытларах тăрăшнă. «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн кăтартăвĕ тăрăх, хăш-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕсенче кĕрхи культура 186 га хĕл каçайман. Çурхи ĕçсем 12185 га çинче пулмалла. Вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăна 9120 га, техника культурине 550 га акма, çĕр улми 325 га, пахча çимĕç 140 га лартма палăртнă. Ĕç лаптăкĕсем иртнĕ çулхипе пĕр шайра е ытларах. Çак çул валли хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура вăрлăхне 2000 тонна хатĕрлеме палăртнă пулнă, плана пурнăçланă. Мĕнпур вăрлăха тĕрĕсленĕ, йăлтах кондици шайĕнче. Унсăр пуçне 114 тонна элита вăрлăх туяннă. Продукци туса илессин планне пурнăçлама округри хуçалăхсене 2320 тонна минераллă удобрени кирлĕ пулнă, 1825 тонна туяннă. Çурхи ака-суха валли 350 тонна дизтопливо кирлĕ пулнă, 262 тонна туяннă, саппасрипе шутласан 288 тонна пур. Июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 7334 га акса хăварнă, çакă планпа пăхнин 80,4 проценчĕ пулать. Вăл шутра çурхи тулă – 1697 га, урпа – 4666 га, сĕлĕ – 529 га, пĕрчĕлĕх кукуруза – 150 га, пăрçа – 212 га. Планпа пăхнă тăрăх, 419 га акса çитермелле. Ку ĕç Мичурин яч. хис. агрофирмăра 120 га, А. Мерлов фермер хуçалăхĕнче 40 га, И. Никитин фермер хуçалăхĕнче 50 га тата ытти хуçалăхра пулмалла. Çак тапхăр тĕлне хуçалăхсем 81,5 га çĕр улми лартнă, планпа пăхнин 25,1 проценчĕ. Пахча çимĕç 81,6 га йышăнать, 58,3 процент. Çак культурăсене лартассипе план пурнăçланать. Пĕр çул ÿсекен культурăна 95 га, техника культурине 847 га çинче акнă тата выльăх апачĕллĕх кукуруза – 1080 га. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăк 200 га çинче çулнă, 980 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çĕр ĕçĕсен хĕрÿ тапхăрĕ малалла пырать. Çавăн пекех хуçалăхсенче Акатуй уявĕсем пыраççĕ, ака-суха ĕçĕсене хастар хутшăннисене чыслаççĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2