Ĕç хастарĕсене пĕрле чыслĕç

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 08:23 Просмотров: 477

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ май çуллен ирттерекен Акатуй кăçал çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкинче иртĕ.

Ăна кăçал Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халаллаççĕ. Уçланкăна кĕнĕ çĕрте хăнасене кĕтсе илнипе уяв 10 сехетре пуçланать. «Килĕр, туссем, уява» кĕвĕпе хореографи композицийĕ пурне те савăнăçлă уява йыхравлĕ. Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов уява савăнăçлă лару-тăрура уçса пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетĕ. Ун хыççăн пирĕн округ ĕçченĕсене Чăваш Республикин Правительствин представителĕсем саламлĕç. Округри çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май ĕç хастарĕсене, династи членĕсене чысласси тĕп вырăнта пулĕ. Кунпа пĕрлех нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернин свидетельствисене парĕç. Уява хутшăнакансем муниципалитет округĕнчи пĕрлештернĕ хорăн, уйрăм пултарулăх ушкăнĕсен, ачасемпе çамрăксен коллективĕсен пултарулăхĕпе паллашма пултарĕç. Кăмăллакансемшĕн «Ялти кил хушши» смотр-конкурс та интереслĕ пуласса шанас килет. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ уяв уçланкинче пепкисене карусельпе, аттракционсемпе, уйрăм савăнăç программисемпе паллаштарма пултарĕç. Лантăш вăрманĕн уçланкинче иртекен Акатуй кăçал та спорт программисемпе пуян пулĕ. Вĕсене кăмăллакансем арçынсем тата хĕрарăмсем хушшинче волейболла вылянине, пăт пуканĕ çĕкленине, турник çинче упражненисем тунине, армспортпа вăй виçнине, кĕрешÿ тата бокс вăййисенче ăсталăх кăтартакансене сăнама пултарĕç. Курма пыракансем уявра фотовыставка ĕçĕсемпе тата «Ялти кил хушши» пайра халăх ăстаçисем хатĕрленĕ изделисемпе, пултаруллă уйрăм çынсен ăсталăхĕпе паллашма май пулĕ. Вăрман уçланкинче кунĕпех суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем ĕçлĕç. Уяв вĕçленнĕ май кашни конкурспах пĕтĕмлетÿ тăвĕç. Çĕнтерÿçĕсем тивĕçлĕ парнесен хуçисем пулса тăрĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2