Библиотекарь ĕçĕ анлă

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 08:18 Просмотров: 484

Сăн ÿкерчĕкре Катькас ял библиотекин ертÿçине Анжелика Угаровăна куратăр. Вăл çак ĕçре чылай çул тăрăшать. Халĕ вара библиотека çынсене кĕнекепе, хаçат-журналпа кăна мар, патшалăх услугисемпе те тивĕçтерет. Çакă уйрăмах яллă вырăнсенче пĕлтерĕшлĕ.

Вăл обществăлла ĕçре те хастар, ăна хĕрарăмсен вырăнти канашне ертсе пыма шаннă. Çавăн пекех «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕн концерт программине те ăста ертсе пырать Анжелика Угарова. Тăрăшуллă библиотекарь тĕрлĕ конкурспа мероприятисене активлă хутшăнать. Анжелика Угаровăн тăрăшулăхне вăл тивĕçнĕ чыславсем çирĕплетеççĕ. Ăна Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе, округ администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2