Качака сĕчĕ усăллă

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 10:58 Просмотров: 560

Качака сĕчĕ усăллă пулни пирки паян нумай калаççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, хаçат-журналта тата интернетра çыраççĕ. Çавăнпа та эсир качака усрас ĕçе кÿлĕннине хамăр енчен ырлатпăр кăна.

Паян ялта пурăнакансем сурăхсемпе качакасем усрасси çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçлани сисĕнет. Çакă – килти хушма хуçалăхсене тытса пыракансем тăтăшах шыравра пулнин тĕслĕхĕ. Танлаштарма, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче сурăхсем тытасси «историе кĕрсе юлчĕ» пулсан, çĕнĕ условисенче хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелекенсем тата килти хушма хуçалăхсем «манăçа тухакан» выльăхсем те тупăш парасси пирки иккĕленменнине хăйсен ĕçĕпе кăтартса параççĕ. Килти хушма хуçалăхра качака усракансем унăн сĕчĕ çине тимлĕх уйăрнине уйрăммăн палăртмалла. Качака сĕчĕпе «ăс кĕресси пирки» вĕсем пĕртте иккĕленмеççĕ. Иккĕленмеççĕ те тĕрĕс тăваççĕ. Вулавçă хускатнă ыйту çине хуравласа паян качака сĕтĕнчен продукци хатĕрлесси пирки уçă калаçу пуçарар-ха. Пирĕн калаçăва малалла тăсакансем пулсан аванччĕ. Çу тăвасси Качака усрама утă, тырă, шыв ытларах кирлĕ. Унăн сĕтĕнчен паха çу тăвас тесен, ан манăр, ăна сунă хыççăнах вĕретмелле. Кайран сĕте ăшăх та эмальлĕ савăтсене ярса тухмалла, сивĕ çĕре вырнаçтармалла. Икĕ кун иртсен тутлă хăймана пуçтарса илмелле те уçламалла. Продукт таса та çутă шурă тĕслĕ пулать. Тĕсе улăштарас тесен уçланă чух унта кăшт кăна кишĕр сокĕ хушмалла. Тутлă хăйма пуçтарса илнĕ хыççăнхи çамрăк турăх тути те сире килĕшессе шанатпăр. Кефир тата йогурт Качака сĕтĕнчен ытлашши вăй хумасăрах килти хушма хуçалăхра йÿçĕтнĕ сĕт продукчĕсем хатĕрлеме май пурри – ырă ен. Çакна валли сĕте вĕретмелле, пÿлĕм температури чухлĕ сивĕтмелле те кĕвелĕк (закваска) хушмалла. Кĕвелĕк вырăнĕнче кефир пулсан, иккĕмĕш кунне кефирлă пулатăр. Çур литр вĕретсе сивĕтнĕ качака сĕчĕ çине 2 апат кашăкĕ йогурт хушсан 2 талăкран килтех паха йогурт пулать. Тутине улăштарма е лайăхлатма йогурта 1:8 виçепе кирек епле сироп, джем е çырла хушсан та аван пулнине асра тытăр.

Геннадий СПАСКИН выльăх тухтăрĕ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2