Урамра – черетлĕ çу кунĕсем. Çак тапхăр черетлĕ хĕрÿ ĕççипе пĕрлех ÿссе çитнисемшĕн те, ача-пăчашăн та час-часах ял çумĕнчи пĕве-плотинăра шыва кĕрсе шăрăх çанталăкпа «кĕрешнипе» пуян. Ку вара пуринчен те пысăк асăрханулăх ыйтать, мĕншĕн тесен – хăрушлăх юнашар. Пĕве-плотинăра шыва кĕмелли сезонта мĕнле правилăсене ытларах пăхăнмаллине, шыва кĕрекенсен мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине пурин те асра тытмалли пирки паян уйрăм калаçу хускатас терĕмĕр. Редакци хăни – муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн пуçлăхĕ Анна МИХАЙЛОВА.
– Пĕр хушă палăрмаллах шăрăх тăнă çанталăк юлашки кунсенче сулхăнлатрĕ. Ăна пăхмасăрах ăшă çу кунĕсем пысăк тимлĕх ыйтни пирки никамăн та манма юрамасть. Çавна шута илсех Раççей Федерацийĕн саккунĕпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ-хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2026 çулта çуллахи шыва кĕмелли вăхăт çывхарнă май пирĕн муниципалитет округĕн администрацийĕ те çуллахи шыва кĕмелли тапхăрта ялсенчи пĕвесемпе кÿлĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвне пăхăнас йĕрке çинчен çу уйăхĕнче ятарлă хушу кăларчĕ. Хускатнă ыйтăвăн пĕлтерĕшлĕ вăхăчĕ çитнине кашниех куратпăр. Унта палăртнă тăрăх çу кунĕсем тата шыва кĕмелли вăхăт çитнĕ май, территори пайĕсен пуçлăхĕсен вырăнсенче кая юлмасăр çак ĕçсене туса ирттермелле е пурнăçламалла:
– шыва кĕмелли вырăнсене палăртса нормативлă право акчĕсем хатĕрлемелле;
– шыв çинчи хăрушсăрлăхпа вырăнсенче ĕç планĕсем тумалла;
– территори пайĕсенче шыва кĕмелли тапхăрти хăрушсăрлăх йĕркипе ларусем ирттермелле;
– шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем хатĕрлесе унти кану йĕркипе интересленмелле;
– шыва кĕмелли вырăнсене маларах тĕрĕслесе тухмалла;
– çынсем массăллă шыва кĕнĕ вырăнсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе профилактика стенчĕсем уçмалла;
– халăха шыва кĕме юраман вырăнсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă маларах пĕлтермелле;
– шывра нумай ан пулăр;
– çырана ачасене пĕччен пăрахса ан хăварăр;
– ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр;
– паллă мар вырăнта шыва ан чăмăр;
– хумсем вăйлă пулсан тата аслатиллĕ çумăр чух шыва кĕресрен асăрханăр;
– массăллă шыва кĕмелли вырăнсенче ял тăрăхĕн активисчĕсенчен тата медицина ĕçченĕсенчен дежурствăсем йĕркелеме тăрăшмалла. Çĕртме – утă уйăхĕсенче шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тĕрлĕ ĕç ирттересси те муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакансен шыв çинчи пĕрлехи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Пурте тимлĕ пулсан çеç çу кунĕсем инкек-синкексĕр иртессине кашнин асра тытмалла.
Июль 2026 |
