Вĕсем приказа чыслăн пурнăçланă

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 10:26 Просмотров: 560

Салтак пулнă арçыншăн çар служби нихăçан та асран тухмасть. Çав çулсем чикĕ хуралĕнче иртнĕ пулсан – пушшех те. Таса çеçенхирте е вăрманлă вырăнта, сăртлă-туллă çĕрте е тинĕсре – тăшмана чикĕ урлă каçармалла мар. Чиркĕ хуралĕнче тăнисемшĕн тăшмана хамăр çĕршыва кĕртесрен çапăçăва кĕрсе юлташсене çухатни те, чикĕри лăпкăлăха пăсакансене вăхăтра тытса чарни те куç умĕнчен каймасть, асран тухмасть. Çар службине чикĕ хуралĕнче ирттернисем хушшинче приказпа килĕшÿллĕн интернационалла тивĕçе пурнăçланисем те, Çурçĕрти Кавказра саккунлăха хÿтĕлесе çапăçу хирне тухнисем те пирĕн округра пĕччен-иккĕн çеç мар. Вĕсем çулленех çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрле пухăнса Раççейри чикĕ хуралçисен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вĕсем иртнĕ кĕçнерникун Муркашра пĕрле пухăнчĕç. Палăртмалла, çĕршыври чикĕ хуралĕн историйĕ пысăк. Пушхирте пурăннă куçса çÿрекен йăхсенчен хÿтĕленсе вырăс княçĕсем хăйсен территорийĕсем çывăхĕнче çĕршер çул каялла заставăсем йĕркеленĕ, сыхлав вăйне ÿстерме хула-крепоçсем çĕклесе лартнă. Шанчăклисене унта хурала тăратнă. Кун пек хастарсем Муркаш муниципалитет округĕнче те сахаллăн мар. Вĕсем паянхи çамрăксемшĕн патриотла воспитани никĕсĕ пулса тăраççĕ. Муркаш муниципалитет округĕнчен те чикĕ хуралĕнче службăра тăнисене халалласа пирĕн ентеш Вячеслав Мартынов 2025 çулта «Моргаушцы на защите рубежей Родины» ятлă кĕнеке хатĕрлесе кăларчĕ. Ку вăл тĕрлĕ çулта чикĕ хуралĕнче службăра тăнисемшĕн, округ историйĕшĕн пысăк пулăм. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир чикĕ хуралçисен кăçалхи уявне хутшăннă пĕр ушкăна куратăр. Вĕсем (сулахайран сылтăмалла): Çĕньял Шурчари Алексей Ермолаев (2001 – 2003 çулсенче Карелире), Лантăшри Владимир Никитин (1975 – 1977 çулсенче Калининград облаçĕнче), Шурчари Владимир Тюрин (2001 – 2003 çулсенче Воркутара чикĕ хуралĕн авиацийĕнче, кайран 2004 – 2005 çулсенче контарктпа Чечняра РФ Конституцийĕн йĕркине хÿтĕленĕ çĕрте), Кÿстерекри Михаил Макаров (1980 – 1983 çулсенче Туркменире) Тăван çĕршыв канлĕхне сыхланă.

– Салтакшăн тĕп тивĕç – приказ пурнăçласси. Эпир ăна çĕршыв умĕнче таса кăмăлпа пурнăçларăмăр. Çавăнпа та паян пирĕн пит хĕретмелли çук, – терĕç чикĕ хуралĕн ветеранĕсем.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2