Ильинка шкулӗнче вӗренекенсем пӗлӳ кӑна илмеҫҫӗ, тӑван тавралӑха лайӑх енне улӑштараҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗсен конкурсӗ валли Ильинка шкулӗнче вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ- амӑшӗ «Ильинка сукмакӗ» проект хатӗрлерӗҫ. Ӑна Раҫҫейри «Пӗлӳ» общество йӗркелерӗ. Вӗсен тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе хакларӗҫ: проект 800 пин тенкӗ преми илчӗ! Ку таранччен мӗн тунӑ ӗнтӗ? Аслӑ чӑваш юманӗ патне каймалли 750 метр сукмака тасатрӑмӑр. Ҫут ҫанталӑк ҫинчен 18 информаци стенчӗ тата аслӑ вӑрманҫӑ Бронислав Гузовский ҫинчен 4 стенд вырнаҫтартӑмӑр. Туристсем валли кӑтартусем лартрӑмӑр. «Туризм тата тараватлӑх» нацпроект шайӗнче Аслӑ чӑваш юманӗ патне туристсем нумай килеҫҫӗ. Кунта шкул ачисем те пулчӗҫ – Сыктывкартан пуҫласа Омск таранах. Туристсем валли пирӗн «Вӑрман тусӗсем» шкул лесничествинчи ҫамрӑк вӑрман ӑстисем Б.И. Гузовский ячӗллӗ вӑрман музейӗнче экскурси ирттереҫҫӗ. Вӗсем хăнасем валли интерактивлӑ вӑйӑсемпе мастер-классем йӗркелеҫҫӗ. Унтан туристсем Ильинка участок лесничествин 9 кварталӗнчи вӑрман массивӗнче вырнаҫнӑ «Ильинка сукмакӗ» экологипе туризм маршручӗпе ҫула тухаҫҫӗ. Ачасем хӑйсен опычӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева тата Раҫҫей Геройне Артур Орлова та паллаштарчӗҫ. Ку проект – вырӑнти пуҫару хӑватлӑ пулӑшу илнин питӗ лайӑх тӗслӗхӗ. Тӑрӑшсан ӳсӗм тума пулать.
Юлия Чернова, Ильинка шкулӗн биологипе хими вӗрентекенӗ.
Июль 2026 |
