Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ 2026 çулта нумай ачаллă 300 амăшне маларах пенси тÿлеме пуçларĕ.
Çĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн 3 ачаллă амăшĕсем пĕтĕмĕшле пенси çулĕнчен 3 çул маларах (57 çулта) тивĕçлĕ канăва кайма пултараççĕ. Енчен те хĕрарăмăн 4 ача пулсан, вăл тивĕçлĕ канăва 56 çулта тухать. Пиллĕк е ытларах ача çуратнисем 50 çултах пенси илме пултараççĕ. Тивĕçлĕ канăва иртерех тухма нумай ачаллă амăшĕсен ачисене çуратса 8 çула çитиччен воспитани памалла. Кунпа пĕрлех вĕсен ĕç стажĕ 15 çултан тата пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Усрава илнĕ ачасене пăхса ÿстерекен амăшĕсен те тивĕçлĕ канăва иртерех тухма ирĕк пур. Амăш прависенчен хăтарнă хĕрарăмсем вара пĕрлехи условисемпех тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. 2026 çулта вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва тухнă нумай ачаллă 293 амăшĕнчен 45-шĕ 5 е ытларах ача ÿстерет, 34-шĕ – тăватшар ача, 214-шĕ – 3-шер ача. Ачана 1,5 çула çитиччен пăхнă тапхăр амăшĕн е ашшĕн страхланă ĕç стажне кĕрет. Пĕрремĕш ачана пăхнă тапхăршăн пенси коэффициентне çулталăкне 1,8 шутлаççĕ, иккĕмĕш ачашăн – 3,6, виççĕмĕш тата ытларах ачасемшĕн – 5,4. Ача мĕн пĕчĕкрен инвалид пулсан, ашшĕн е амăшĕн срок çиттичченех тивĕçлĕ канăва тухма ирĕк пур. Кун пек чухне ИПК виçи çителĕклĕ пулсан тата ача амăшĕн страхланă ĕç стажĕ 15 çула çитсен, тивĕçлĕ канăва 50 çулта кăлараççĕ. Ашшĕне вара, 20 çултан кая мар ĕç стажĕ пулсан – 55 çулта. Нумай ачаллă амăшĕсен вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва тухма ĕçленине çирĕплетекен документсемпе Раççейри социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службине пымалла. Вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва тухма ирĕк пур пулсан, пенсие кăларма патшалăх услугисен порталĕ урлă МФЦна е Раççейри социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службине ыйтса çырмалла.
Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.
Июль 2026 |
