Чăваш Республикинче пурăнакансенчен 17 пин ытла çын ял хуçалăхĕнче ĕçленĕшĕн пысăклатнă пенси илсе тăрать.
Яллă вырăнта пурăнакансен ватлăха е инвалидноçа кура страхланă пенси тÿлевĕ çумне çирĕплетнĕ хушма тÿлев илсе тăма ирĕк пур. Ăна ялта пурăнакан, ял хуçалăхĕнче 30 çул е ытларах вăй хунă тата халĕ ĕçлемен пенсионерсене параççĕ. Асăннă хушма тÿлев ял çынни хулана пурăнма кайсан та сыхланса юлать. 2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ватлăхпа илекен пенси, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалидсен тÿлев виçи 2396,17 тенкĕпе танлашать (çирĕплетнĕ 9584,69 тенкĕ тÿлевĕн 25 проценчĕ). Виççĕмĕш ушкăн инваличĕсен страхлакан пенси илесси – 1198,09 тенкĕ (çирĕплетнĕ 4792,35 тенкĕ тÿлевĕн 25 проценчĕ). Çирĕплетнĕ йĕркепе пысăклатнă пенсие илме ĕç стажне шутлама колхозра, совхозра тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсенче, выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран, пулă ĕрчетес отрасльсенче ĕçленине шута илеççĕ. Çакна валли яллă вырăнта пурăнаканăн профессийĕ Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ профессисен, должноçсен, специальноçсен переченьне кĕмелле. Унта агрономсемпе зоотехниксем, трактористсем, ветеринарсем, утарçăсем тата ыттисем те – пĕтĕмпе 500 ытла професси – кĕреççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче 1992 çулччен ĕçленине должноçпа профессине пăхмасăрах ялти ĕç стажне кĕртеççĕ. Пенсионер çирĕплетнĕ тÿлевĕн пысăкрах виçине илме пăхнă документсене хăйĕн ирĕкĕпе Раççейăн Чăваш Республикинчи социаллă фончĕн уйрăмне кирек хăш вăхăтра та тăратма пултарать. Пенси ÿсĕмĕ документсем тăратнă хыççăн уйăхран палăрма пуçлать. Тепĕр хут ĕçлеме пуçланă пенсионера стажшăн тÿлеме пăрахаççĕ. Анчах вăл ĕç пăрахнă хыççăн пенси ÿсĕмĕ ĕç паракан патне тăратнă документсем тăрăх уйрăм заявлени çырмасăрах пулса иртет.
Июль 2026 |
