Слет иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 10:11 Просмотров: 570

Июнĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, Муркаш шкулĕн территорийĕнче пĕтĕм Раççейри «Орлята России» проекта хутшăнакансен слечĕ иртрĕ. Мероприятие Муркаш округĕнчи 4 класра вĕренекен ачасем, çавăн пекех вĕсен наставникĕсем – класс ертÿçисем, аслă вожатăйсем, директор советникĕсем – хутшăнчĕç.

Çак паллă кунпа вĕсене округ пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова, Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн президиумĕн пайташĕ Евгения Краснова саламларĕç. Слета хутшăнакансене ăшă сăмах калакансем татах пулчĕç. Слет программи питех те анлăн иртрĕ. Çÿлте вĕçекен çĕленсен фестивалĕ ачасене чун-чĕререн хавхалантарчĕ. Уявăн тĕп саманчĕ савăнăçлă парадра утни пулчĕ, «орленоксем» шкул территорийĕпе кăмăллăн иртрĕç. Ачасем пĕр-пĕринпе паллашма, юхăм ĕçĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç. Мероприяти чыславпа вĕçленчĕ. «Орлята России» программа тата сăн ÿкерчĕксен «Мое счастливое детство» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Çак слетпа ачасем «Орлята России» юхăмпа сывпуллашрĕç. Вĕсем 5-мĕш класа куçсан ачасемпе çамрăксен «Движение Первых» юхăма куçаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2