Хĕрарăмсем пур ĕçре те активлă

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 10:10 Просмотров: 557

Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн Муркашри уйрăмĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта кăçалхи пилĕк уйăхри ĕç-хĕле пăхса тухрĕç. Çак ĕçе Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн президиумĕн пайташĕ Евгения Краснова хутшăнчĕ. «Сирĕнпе яланах шанчăклă. Муркаш уйрăмĕ – республикăра лайăххисен шутĕнче. Ума лартнă задачăна эсир яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр», – терĕ вăл Муркаш уйрăмĕн пайташĕсене.

Муркашсен активлăхĕ вырăнти уйрăмăн ертÿçин Любовь Рыжковăн отчетĕнчен те лайăх курăнчĕ. Отчетлă тапхăрта хĕрарăмсем чылай ĕç тунă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе тĕл пулусемпе ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттернĕ. Муркаш районĕн Хисеплĕ çынни Крета Валицкая парнисене çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ те çÿллĕ шайра пулнă. «Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ» иккĕмĕш конкурс та пултаруллисене пуçтарнă. Халĕ асăнни – мероприятисен пĕр пайĕ кăна, хĕрарăмсем ытти ĕçре те активлă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене вĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кашни тăрăхра хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ, гигиена хатĕрĕсемпе апат-çимĕç тата ытти япала чылай ăсатаççĕ фронта. Хĕрарăмсем спорт ăмăртăвĕсем ирттерме те хастар, тупăшусенче те çивĕч вĕсем. Культура мероприятийĕсем те йышлă иртеççĕ. Тĕслĕхрен, муниципалитет шайĕнчи «Колыбель – счастье семьи», регионсем хушшинчи «Сормовские звезды», эстрада юррисен «Юратсан, юрлас килет» фестивалĕ пысăк йыш пухрĕ. Кашни мероприятире хĕрарăмсем активлă. Любовь Александровна хĕрарăмсен юхăмĕн историне те палăртса хăварчĕ, Муркаш уйрăмĕн пайташĕсене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав турĕ. Евгения Краснова та хĕрарăмсем округ пурнăçĕнче активлă пулнăшăн вĕсене ырă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсене «Взрослые – детям» акцие активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Асăннă акци 4 çул хушшинче ачасене тата ача-пăча коллективĕсене пулăшма 8 млн ытла тенкĕ пухнă. Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова Муркашри уйрăм мероприятисене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тата пур ĕçре те хастар пулнăшăн тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, уйрăмăн ĕçĕ хĕрарăмсене кăна мар, сообществăна тĕрев парассишĕн те пулса пырать, вăл шутра – вĕренÿ тата культура пуçарулăхĕнче те. Ларура çитес вăхăтра тума палăртнă ĕçсене сÿтсе яврĕç. Ĕçлĕ тĕл пулу хыççăн хĕрарăмсем Тури чăвашсен музейĕнчи «Первый поэт России. Жизнь и творчество» куравпа паллашрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2