Шомикри интернат çуртăн Каршлăхри уйрăмĕнче пурăнакан Лидия Тимофеева çак кунсенче сумлă 100 çул тултарчĕ. Çак ятпа учреждени ăна уяв кĕреки туса пачĕ. Çавра юбилейпа тыл ĕçченне округ пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова саламларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывнăшăн тав турĕ, чечек çыххипе асăнмалăх парне парса чысларĕ. Çавăн пекех юбиляра социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Ольга Иванова, Шомикри интернат çурт ертÿçи Михаил Николаев, Катькас территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Макарова, Каршлăхри уйрăм ертÿçи Николай Кузьмин, вырăнти артистсем тата ыттисем саламларĕç.
Лидия Тимофеева – тыл ĕçченĕ. Ветеран ĕç стажне 55 çула çитернĕ. «Пирĕн патра вăл кăçалхи апрель уйăхĕнченпе кăна пурăнать, унччен Йÿçкассинчи интернатра пурăннă. Вăл ырă кăмăллă çын, кĕске вăхăт хушшинче пуринпе те пĕр чĕлхе тупрĕ. Çакă чун-чĕрене савăнтарать. Çулĕпе сумлă пулин те, ăс-тăнĕ çивĕч-ха унăн. Пурнăçĕ тĕрĕслевсемпе, çĕнтерÿсемпе, ăслăлăхпа тулнă», – терĕ Каршлăхри уйрăмри ĕçе йĕркелекен Николай Кузьмин. Ветеранăн кун-çулĕ йăлтах ĕçпе çыхăннă. Вăл Элĕк районĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкулта 7 класс вĕреннĕ. Çамрăклăхĕ вара вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 14 çулта пулнă. Аслисемпе пĕрле сухаланă, акнă, вырнă, фронт валли посылка хатĕрленĕ. 17 çула çитсен ăна Иваново облаçне торф кăларма мобилизациленĕ. 11 çул хушши вăл йывăр ĕçре нушаланнă, окоп чавнă, вăрман каснă, чул катнă, торф кăларнă. Официаллă майпа ăна ĕçе 1943 çулта 5-мĕш участокра кăна йышăннă. Свердловскри торф фабрикинчен 1954 çулта ĕçрен хăтарнă. Каярах вăл колхозра ĕçлеме пуçланă. Лидия Тимофеева тĕрлĕ ăмăртăва, куравсемпе общество ĕçĕсене хастар хутшăннă. Тăрăшуллă хĕрарăма хăй вăхăтĕнче Элĕк районĕнчи халăх депутачĕсен Мартынкас ял Совечĕн депутатне суйланă. Тыл ĕçченне сумлă юбилейпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Июль 2026 |
