Хÿтлĕх кирлисене пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 09:28 Просмотров: 564

Июнĕн 8-мĕшĕнче Социаллă ĕçчен кунне паллă тăваççĕ. Вăл çулсеренех пĕр кунпа килет. Çак куна ахальтен кăна суйламан, 1701 çулта 1 Петĕр патшалăх социаллă хÿтлĕх системин никĕсне хывнă, «Об определении в домовых Святейшего Патриархата богадельни нищих, больных и престарелых» указ кăларнă. Чирлĕ вунă çынна пăхма пĕр çын кирлĕ тенĕ. Ăна халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен сферăра тăрăшакансене халалланă. Ватă çынсене, инвалидсене, тăлăх ачасене çак ĕçченсен тимлĕхĕ питех те кирлĕ. Социаллă сфера патшалăх пулăшăвне 1917 çулта туйма пуçланă. Ку уява паллă тăвассине социаллă служба ĕçченĕсен çулсеренхи конференцийĕнче 1994 çулта сĕннĕ, 2000 çулхи майăн 27-мĕшĕнче официаллă паллă тума указ кун çути курнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2