Чӑваш Республикин Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов июнь уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Республика кунне уявлама хатӗрленес енӗпе ӗҫлӗ тӗл пулу ирттерчӗ. Тӗп тӗллев – программӑна май килнӗ таран тӗрлӗ енлӗ тӑвасси, регионта пурӑнакан кашни ҫынпа хӑна кӑмӑла каякан пулӑма тупма пултартӑр: Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри гала-концертсенчен пуҫласа микрорайонсенчи картиш уявӗсем тата заповедниксенчи экологи сукмакӗсемпе уҫӑлса ҫӳресси таранах.
Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова уяв кунӗсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри проектсем пирки пӗлтерчӗ. Сӑмахран, ал ӗҫ ӑстисен «Русь мастеровая» конкурсӗ пӗрремӗш хут федераци пулӑшӑвне илчӗ. Ҫавна май Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн 40 регионӗнчен 60 ӑстана пухӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн парнине илӗ. Унсӑр пуҫне Трактор тӑвакансен Культура керменӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Родники России» фестивалӗ уҫӑлӗ. Кунта 10 регионти коллективсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем пурте кайран Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Вӑрмар, Шупашкар округӗсене тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулине концерт кӑтартма кайӗҫ. Чӑваш Республикин кунӗн уйрӑмлӑхӗ уява ирттермелли центр «Чăваш вăрманӗ» наци паркӗ пулӗ. Республикӑн ҫут ҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов кунта «Туслӑх тӗррисем» этнографи уявӗ тата «Пӗр ҫӗршыв, пӗр ҫемье» курав иртессине палӑртрӗ. Чӑваш автономийӗ 106 ҫул тултарнине паллӑ тума «Присурский» заповедник та хутшӑнӗ. Вӑл Наци библиотекипе пӗрле ачасем валли «Экогостиная» йӗркелет. Ҫавӑн пекех ҫут ҫанталӑк территорийӗсен интерактивлӑ экспозицине фотоматериалсемпе, QR-кодсемпе тата экосукмаксен карттине практика гичӗсемпе хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти экономика форумӗнче презентацилеҫҫӗ. Вӑл июнӗн 18-19-мӗшӗсенче Оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Форум Республика кунне уявламалли программӑн ӗҫлӗ пайӗн никӗсӗ пулса тӑрӗ. Кунта 3 пин ытла хӑнана – патшалӑх корпорацийӗсен, IT-компанисен, бизнесӑн, федераци шайӗнчи влаҫ органӗсен представителӗсене – кӗтеҫҫӗ. Сергей Артамонов премьер-министр мероприятие пысӑк шайра йӗркелеме хушрӗ. «Паллах, тӗллев лартатпӑр – халӑхӑн тарӑн йӑли-йӗркинчен хавхалану илмелле. Ҫавӑнпа та пирӗн художниксен картинисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, халӑхăн вӑйӑ картисене чӗртсе тӑратӑпӑр, чӑваш ҫӗрӗн тараватлӑхне кӑтартӑпӑр. Шупашкар округӗнче гастрономи фестивальне те ирттерӗпӗр. Кунта тӗнче халӑхӗсен кухнипе паллаштарӑпӑр тата наци тумне туса кӑларакансене чӗнӗпӗр», – терӗ Сергей Артамонов.
Июль 2026 |
