Пахча çимĕç лартаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 09:08 Просмотров: 574

Округри хуçалăхсенче хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пырать. Уй-хир ĕçченĕсем пахча çимĕç лартаççĕ.

Муркаш округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, юнкун округ пуçлăхĕ Александр Иванов тата пай ертÿçи Татьяна Павлова Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи фермер хуçалăхĕсене çитсе килчĕç. Кăçал Андрей Пихтеров хуçалăхĕнче калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме тĕллев лартнă, пĕрчĕллĕ культура 425 га, купăста 10 га, çĕр улми 40 га çинче туса илме палăртнă. Хуçалăхра купăста лартса пĕтернĕпе пĕрех, ĕçсем çĕр улми ани çинче те пыраççĕ. Толстовсен уй-хирĕнче те ĕçсем япăх мар иртеççĕ. Вĕсем кăçал çĕр улми лаптăкне каллех ÿстересшĕн. Юнкун тĕлне ку хуçалăхра 33 га купăста, 30 га çĕр улми лартнă. Палăртса хăвармалла, фермерсене аталанма «Российское село» парти проекчĕ шайĕнче пулăшу уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, Александр Толстов патшалăх пулăшăвĕпе пахча çимĕç упрамалли çĕнĕ йышши хранилище тăвать. Çак проект яллă территорисене аталанма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма майсем туса парать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2