Шупашкарти Обществăлла пулăшу штабĕнче регионти çĕнĕ уява – Ял хĕрарăмĕсен кунне – паллă тăвассине сÿтсе явассипе тĕл пулу иртрĕ. Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева палăртнă тăрăх, кун пек шухăш икĕ çул каялла çуралнă. Çавăн хыççăн икĕ хутчен ял хĕрарăмĕсен форумне, фестивальсемпе шкул ачисен тĕл пулăвне ирттернĕ.
Регионти ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Раççейре çулсерен çĕршер ял хупăнса пынă статистикăна илсе кăтартрĕ. Вăл каланă тăрăх, ялсене упраса хăварма патшалăх пулăшăвĕ тата шăпах хĕрарăмсен пуçарăвĕ тĕрек парать. «Единая Россия» партин «Женское движение» проекчĕн обществăлла канашăн ертÿçи Наталия Партасова Ял хĕрарăмĕсен кунĕ хулара пурăнакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Хăйсем, ял хĕрарăмĕсем, вăл шутра – педагогсемпе врачсем, фермерсем çак шухăша ырласа йышăнчĕç. Уява октябрь çурринче ирттерме палăртнă.
Июль 2026 |
