Ялта пурăнакан кашни çыншăнах çурхи сад-пахча тĕп ĕç вырăнĕ пулса тăрать. Çак вăхăтра унта çĕрне те хатĕрлемелле, çĕр улмипе пĕрлех пахча çимĕçпе тымар çимĕçне те акмалла-лартмалла. Улма-çырла йывăççисем лартасси те çуркунне ял çыннин килти хушма хуçалăхĕнче нихăçан та иккĕмĕш вырăна юлмасть.
Кашни кил хуçалăхрах тухăçпа савăнтаракан сад лартса ÿстересси тĕп вырăн йышăнать. Пуян садшăн ял çынни çулталăкĕпех тăрăшать. Çавна валли вăл вăхăтне те, вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллемест. Тулăх сад ăна савăнăç парнелет, пурнăçне вăрăмлатать. Пуян сад никĕслемелли чи меллĕ вăхăт – кайăксен сассипе тулнă çуркунне. Паян килти хушма хуçалăх тытакансем те, дача хуçисем те пахча çимĕç калчи туянма пасара утаççĕ. Кунта калча туянаканăн пысăк тимлĕхе асра тытмалла. Чи малтанах хăвăр суйласа илнĕ пахча çимĕç культурин сорчĕ селекци ÿсĕмĕсен Патшалăх реестрне кĕни пулмалла. Унта тĕрĕсленĕ сортсем çеç тухăçлă пулни паллă. Енчен те эсир туянма тăнă сорт реестрта çук пулсан, вăл тĕрĕслевсем витĕр тухманни тата унăн шанчăклăхĕ çителĕклĕ пулманни кашнине шухăшлаттармалла. Апла пулсан пахчаçăн кунашкал сорта туянса пахчана акма тăхтамалла. Сорт суйланă чухне районланисем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Ăнланмалларах каласан, вăтам Атăл тăрăхĕнче акмаллисене ытларах суйласа илмелле. Вăрлăх туянма тăрсан малтанах унăн пахалăхне çирĕплетни пирки калакан документсемпе çывăхарах паллашăр. Унта вăрлăх ятне, сортне, тĕсне, ăçтан илсе килнине, вăрлăхăн ÿсĕмне, парти номерне, туянас партире лартмалли материал мĕн чухлĕ пулнине, тымар епле аталаннине, тунан çирĕплĕхне, ăна мĕнле сăтăрçăсенчен тата чир-чĕртен мĕнле сыхламаллине çырса кăтартни пулмалла. Улмуççипе груша хунавĕсене туяннă чухне вĕсем иккĕмĕш çулта пулни пĕлтерĕшлĕрех. Çав вăхăтрах сливăпа абрикос тата чие пĕрремĕш çулхисемех аван чĕрĕлсе каяççĕ. Туянакан хунавăн тымарĕсем пур еннелле те пĕр пек аталаннă пулмалла. Вĕсем хушшинче аманнă тата хуçăлнă хунавсем пулмалла мар. Ахальлĕн вăл нÿрĕк хăвăрт тата нумай пĕтерет. Хунавсене ятарлă магазинсенче е питомниксенче туянни вырăнлăрах шутланать. Мĕншĕн тесен кун пек чухне сирĕн пахчана ÿсен-тăранăн хăрушă чирĕ пырса кĕрес хăрушлăх валли вырăн юлмасть.
Александр МАТВЕЕВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.
Август 2026 |
