Волейбол – Муркаш округӗнчи чи юратнӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри. «Раҫҫейри спорт» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ черетлӗ спорт уявӗ хутшӑнакансемпе куракансене чылай ырӑ туйӑм парнелерӗ.
60 ҫултан иртнӗ арҫынсем хушшинче Н.В. Никольский профессора асӑнса волейбол турнирӗ Уйкас Янасал территори пайӗнче иртрӗ. Хӗрӳ кӗрешӳре Уйкас Янасал территори пайӗн команди ҫӗнтерчӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Медик» тата «Ударник» командӑсем йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ – вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова тата Уйкас Янасал территори пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Михайлова саламларӗҫ.
Август 2026 |
