Пиллӗкмӗш агрослет иртрӗ

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 10:56 Просмотров: 193

Май уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен республикӑра ҫамрӑксен пиллӗкмӗш агрослечӗ иртрӗ. Мероприятие Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалларӗҫ.

Агрослетра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йӗркеленĕ тематика площадкисем ӗҫлерӗҫ. Унта хутшӑнакансен йышӗнче – пуҫламӑш уйрӑмсен секретарӗсем тата вырӑнти уйрӑмсен делегацийӗсем. Сӗнӳсем партин «Раҫҫей ялӗ» проекчӗпе ҫӗнӗ Халӑх программине кӗрӗҫ. «Пиллӗкмӗш юбилейлӑ «Ялта чи лайӑххисем» агрослет ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ҫавна май вӑл Чӑваш Енри пур округран та 1500 ытла пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑка пӗрлештерчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пысӑк та чӑн-чӑн хӑватлӑ площадкӑна ӳсрӗ, унта ҫамрӑксем, влаҫ представителӗсем, аграрисемпе общественниксем пирӗн ялсемпе ялсен пуласлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ. Пилӗк ҫул – пӗтӗмлетӳ тума, ялти пурнӑҫ мӗнле улшӑннине курма лайӑх сӑлтав. Ҫак хушӑра республикӑра эпир ҫӗнӗ шкулсемпе ФАПсем туса лартрӑмӑр, Культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсене ҫӗнетрӗмӗр, ял хуҫалӑхне пӗрле аталантаратпӑр, инфратытӑма лайӑхлататпӑр. Анчах чи пӗлтерӗшли – ҫынсен ялти пурнӑҫ ҫине пӑхасси улшӑнать. Паянхи ял вӑл – вӑй, йӑла-йӗрке, ӗҫ тата пысӑк потенциал территорийӗ. Шӑпах ҫакӑнта упранаҫҫӗ пирӗн тымарсем, ҫемье хаклӑхӗсем йӗркеленеҫҫӗ, тӑван ҫӗре хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫамрӑксем мӗн тери хастар хутшӑннине курни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Агрослет площадкисенче территорисене аталантарасси, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсем, предпринимательлӗх, саккунсем тӑвасси тата ялта пурӑнма, ӗҫлеме ҫӗнӗ майсем пирки калаҫрӗҫ. Ҫамрӑксен чылай сӗнӗвӗ влаҫ органӗсемпе депутатсен корпусӗшӗн конкретлӑ тӗллевсем пулса тӑраҫҫӗ. Агрослета хутшӑнакансене пурне те пуҫарулӑхшӑн, тӑван ҫӗре юратнӑшӑн тата малалла кайма кӑмӑл тунӑшӑн тав тӑватӑп. Пурте пирӗн алӑра», – палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Агрослета пирӗн округ команди те хутшӑнчӗ. Муркашсем конкурс программине хастар хутшӑнса пысӑк шайри хатӗрленӳ кӑтартрӗҫ. Пирӗн волейболистсен команди агрослетра ҫӗнтерчӗ. Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн хастарсем тата икӗ наградӑна тивӗҫрӗҫ:

делегацие вырнаҫтармалли вырӑнсене лайӑх илемлетнӗшӗн «Комфорт зони» номинацири грамота;

пултарулӑх номерне чи лайӑх пурнӑҫланӑшӑн «Пӗрлӗх вӑйӗ» номинацири грамота.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6