Николай Филиппович Скворцов майăн 28-мĕшĕнче 87 çул тултарчĕ. Вăл – район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çын.
Николай Скворцов Муркаш типографийĕн 15 çынтан тăракан коллективне 1974 çулта ертсе пыма пуçланă. Ертÿçĕ район хаçачĕн ун чухнехи редакторĕпе Герман Андреевпа килĕштерсе ĕçленĕ. Пĕрле тăрăшнипе 1984 çулта редакципе типографи çĕнĕ хăтлă çурта куçнă. Николай Филиппович коллектива 26 çул ăнăçлă ертсе пынă. Вăл çамрăк ăру валли хăйĕн хыççăн çирĕп никĕс хăварнă. Типографинче саккас паракан йышлă пулнăран ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре вĕренекенсене те çак ĕçе явăçтарнă. Коллектив ытларах пысăк предприятисемпе çыхăнса ĕçлеме тăрăшнă. Ăна «Раççей пичет отличникĕ», «Чăваш АССР промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсемпе тата тĕрлĕ Тав çырăвĕпе, Хисеп хучĕпе чысланă. Николай Скворцов ĕç ĕмĕрне Муркашри сĕт-çу заводĕнчен пуçланă, унта машинистра ĕçленĕ. Çавăнтанах çар ретне тăнă, унти автошкулта шофер ĕçне вĕреннĕ. Çартан таврăнсан Шупашкарти автохуçалăхра шоферта ĕçленĕ. Çав хушăрах техучилищĕре автомеханика вĕреннĕ май механикра тăрăшнă. Унтан Чул хулари автотехникумра вĕреннĕ. 1966 çулта унăн тăван киле таврăнма тивнĕ, вăл КПСС Муркаш райкомĕн 1 секретарьне турттарма водителе вырнаçнă. Хыççăнь Муркашри кирпĕч заводĕнче тĕп механикра ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура ăна типографие ертсе пыма шаннă. 1983 çулта Николай Скворцов Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Николай Скворцов типографи коллективĕнчи çамрăк специалистсене ĕçе вĕрентсе-хăнăхтарса пычĕ, вăл вĕсен наставникĕ пулса тăчĕ, предприяти ăнăçлăхне ĕç çыннисенче курчĕ. Çапла чылай çул ăнăçлă ĕçленĕ ертÿçĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та час-часах хăйĕн ĕçтешĕсем патне килсе çÿрерĕ. Унăн сĕнĕвĕканашĕ ытти специалистшăн ялан вырăнлă пулчĕ. Ĕнерхи ертÿçĕ ĕç кăтартăвĕсемпе, çитĕнÿсемпе кăсăкланса тăчĕ. Эпир, унпа нумай çул пĕрле ĕçленисем, хисеплĕ Николай Филипповича черетлĕ çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Район хаçачĕн коллективĕ.
Август 2026 |
