Район прокуратури «Восток» СПК ĕç законодательствине пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ. Çакна тупса палăртнă. Ярославка ялĕнче пурăнакан çын 2025 çулхи мартăн 5-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи июлĕн 16-мĕшĕччен асăннă кооперативра ĕç килĕшĕвĕсĕрех водительте ĕçленĕ.
Ĕç законодательствине пăсса «Восток» СПК çак çынна шалу вăхăтра тÿлемен. Асăннă тапхăрта парăм 138 500 тенкĕне çитнĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсем тĕлĕшпе хуçалăх ертÿçи ячĕпе представлени тăратнă, çавăн пекех прокурор постановленийĕпе административлă майпа йĕркене пăснипе РФ КоАПĕн 5.27 статьян 4 пайĕ тăрăх ĕç пуçарнă. Ĕçе пăхса тухнă, айăпли тĕлĕшпе штраф çирĕплетнĕ. Ĕçлекен çыннăн правине хÿтĕлесе район прокуратури кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче ĕçлекен çынпа «Восток» СПК хушшинчи хутшăнăва ĕçлĕ тесе çирĕплетессипе тата ĕç укçин парăмне шыраса илессипе иск заявленийĕпе тухнă. 2026 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнчи Муркаш район сучĕн йышăнăвĕпе район прокурорĕн требованине туллин тивĕçтернĕ, кооперативран 138 500 тенкĕ шыраса илнĕ. Çак вăхăт тĕлне суд йышăнăвне пурнăçланă, парăма туллин тÿлесе татнă.
А. Каюков, район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ.
Август 2026 |
