Муркаш округĕнче пурăнакан 58 çулхи хĕрарăм 2025 çулхи ноябрь уйăхĕнче хăйĕн пĕлĕшĕпе «Ватсапп» мессенджерта çырса çыхăну тытнă, унран укçа ыйтнă. Çыхăнăва кĕнĕ çын ултавçă пулма пултарасса вăл шухăшламан та. 58 çулхи хĕрарăм ултавçăна 15 000 тенкĕ укçа куçарса панă.
Полици сотрудникĕсем çак факт тăрăх РФ УК 159 статьян 2 пайĕнче палăртнă йĕркене (мошенничество, совершенное группой лиц по предварительному сговору, а равно с причинением значительного ущерба гражданину) пăснипе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрланă укçа камăн банк счечĕ çине куçнине следстви вăхăтĕнче тупса палăртнă. Вăл Челябинскри çын пулнă. Ун патне укçа вăл ултавлă ĕç тунипе куçнă, анчах та çак укçана каялла тавăрса парас тесе нимĕн те туман. Район прокуратури «дроппертан» 15 пин тенкĕ укçа шыраса илме тата çыннăн укçипе усă курнăшăн процент укçи шыраса илме район судне иск заявленийĕпе тухнă. Çак вăхăт тĕлне суд иск заявленине пăхса тухнă, район прокуратурин ыйтăвне тивĕçтернĕ. Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн ăна суд приставĕсен службине тăратĕç, енчен те «дроппер» суд йышăнăвне хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлама килĕшмест пулсан.
Август 2026 |
