Салтаксене пулăшатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 10:45 Просмотров: 191

Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ çумĕнчи тĕслĕх библиотекăра тăрăшса ĕçлекен «шурă çÿçлĕ» хĕрарăмсем кашни кун пуçтарăнаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ.

Çакăнта ĕçлеме пуçланăранпа эпир пĕтĕмпе 930 сеткăна яхăн çыхрăмăр. Унсăр пуçне чăлха-нуски сахал мар çыхса ăсатрăмăр салтаксем патне, çавăн пекех ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе лавккаран та туянтăмăр. Куллен кирлĕ япаласем те хатĕрлесе паратпăр. Пире Валентина Комиссарова ертсе пырать. Çакна та палăртса хăварас килет, салтаксемшĕн вăл нумай тăрăшать, кунти ĕçе йĕркелени кăна мар, Мускав облаçĕнчи госпитальте те ĕçлет. Сетка çыхакансем вăл йĕркеленипе килти ĕçе пăрахса кашни кун çакăнта килсе çÿреççĕ. Вĕсем хушшинче В. Яргейкина, Г. Захарова, З. Сорокина, Т. Буянова, Ю. Викторова, В. Николаева, В. Пафнутьева тата эпĕ. Çак хастар çынсем сахал мар пулăшаççĕ салтаксене. Пĕрле ĕçлекенсене тата салтаксене ытти енĕпе пулăшакансене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Килти пахчара ÿстернĕ çимĕçе те сахал мар хатĕрлесе ăсататпăр фронт валли. Салтаксене чир-чĕртен пулăшакан çимĕç вăл – ыхра. Эмелне те сахал мар туянса ярса паратпăр вĕсем валли. Хÿтлĕх сеткисене фронта яма чĕркенĕ чухне ăшне яланах пĕчĕк парнесем хуратпăр. Посылкăсене отпуска килнĕ салтаксенчен парса яратпăр тата «Зов Чувашии» ыр кăмăллăх фондне ăсататпăр. Асăнса хăварас килет, фонд ертÿçи Елена Ершова килсе пирĕн ĕçпе паллашма, хавхалантарса хăварма та вăхăт тупать. Акă унпа пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр эпир. Салтаксем хăйсене пулăшнăшăн тав сăмахĕ сахал мар калаççĕ. Ку, паллах, пире ĕçлеме хавхалантарать. Кăçал пирĕнпе Валерий Крючков сетка çыхма пуçларĕ. Унччен вăл пире валли килте спанбонд касса панă, сетка ăшне хумалли салфетка, газлă шыв илсе парса тăнă. Эпир пурте часах çĕнтерÿ пуласса шанатпăр, салтаксем тăван килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтетпĕр.

Анна Егорова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6