Умра – хаваслă çу кунĕсем. Кĕçех ачасен янăравлă сасси шкултан лагерьсене куçĕ. Муркаш округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак çулта муниципалитет бюджетĕнчен ачасен канăвĕ валли тата сывлăхне çирĕплетме 4 000 000 тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра – хула тулашĕнчи лагерьсем валли путевка туянма 1000 000 тенкĕ; ачасен шкул çумĕнчи çуллахи лагерьсем валли 2 500 000 тенкĕ; пĕтĕм Раççейри «Зарница» çарпа патриот вăййине йĕркелесе ирттерме тата 10-мĕш класри çамрăксен 5 кунлă сборĕ валли 500 000 тенкĕ.
Путевкăсем илме заявка парасси мартăн 28-мĕшĕнченпе пырать. Вăл хула тулашĕнчи лагерьсенчи юлашки сменăчченех – август уйăхĕчченех – пулать. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе саккунлă представителĕсем путевкăсем валли заявкăна патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă кăна панă. Чăваш Республикин территорийĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерь реестрне 15 лагерь кĕртнĕ. Çак переченьпе Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин сайтĕнче тата муниципалитет округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн сайтĕнче паллашма пулать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем Шупашкар хулин муниципалитет лагерĕсенче те канма пултараççĕ. Хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каймалли 21 кунлă путевка хакĕ 23 555 тенкĕпе танлашать. Хула тулашĕнчи лагерьсен никĕсĕнче ĕçлекен профильлĕ лагерьсенче ачасем 7 кунран пуçласа 21 кунччен канма пултараççĕ, пĕр талăкра пĕр ача пуçне 1235 тенкĕ тăкаклаççĕ. Вырăнти бюджетран уйăрнипе тытса тăракан кăнтăрлахи лагерьсенче тата профильлĕ сменăсенче пĕр ача пуçне пĕр кунта 145 тенкĕ тăкаклаççĕ. «Зарница» тата 5 кунлă сборсем вăхăтĕнче пĕр ача пуçне тивекен тăкак 451 тенкĕпе танлашать. Майăн 6, 8, 12-мĕшĕсенче çарпа патриот вăййисем иртрĕç. Кăçалхи кампанире округра сывлăха çирĕплетмелли 17 лагерь ĕçлеттерме палăртнă. Вĕсем пурте – кăнтăр вăхăтĕнче ĕçлекеннисем. Çак лагерьсене 1347 ача йышăнаççĕ. Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш шкулĕсен никĕсĕнчи лагерьсене Муркашри социаллă хÿтлĕх центрĕ урлă йывăр лару-тăрури ачасене йышăнаççĕ. Вĕсене 30 ача çÿремелле. Лагерьсене 135 педагога тата «Альтернатива» шкул апатланăвĕн комбиначĕн 44 ĕçченне явăçтарма палăртнă. Столовăйсенче ĕçлекенсене Муркаш тĕп больници Зонне дизентерирен тата А гепатитран вакцинаци тăвать. Майăн 18-мĕшĕнчен пуçласа «Современная дезинфекция» чикĕллĕ яваплăхлă общество лагерьсен территорийĕсенче акарицид тата дератизаци ĕçĕсене ирттерет. Ведомствăсем хушшинчи комисси шкулсем çумĕнчи лагерьсем ĕçлеме хатĕррине хаклать тата ачасен канăвне йĕркелессине тишкерет. Лагерьсене июнĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă. Лагерьсенчи ачасен канăвне, воспитани парас ĕçĕн календарлă планне йĕркелесси Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин хушăвĕпе пулса пырать. Воспитани парассинче «мир», «Раççей», «çын» ăнлавсем тĕпре тăраççĕ тата вĕсем тĕрлĕ мероприяти шайĕнче пулса пыраççĕ. Ачасемпе, тĕпрен илсен, педагогсем ĕçлеççĕ, çавна май лагерьсенче ачасене воспитани парасси те унчченхи шайра пулса пырать. Тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем – уйрăм тимлĕхре. ОВЗ ушкăнри тата инвалид ачасем лагерьсенче сывлăха çирĕплетесси регион, федераци шайĕсенчи законодательство шайĕнче пулса пырать. Лагерьсем «Доступная среда» программăпа килĕшсе тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен шкулсенчи лагерьсем пĕрремĕш хутра ĕçлеççĕ, иккĕмĕш хутри хăш-пĕр вырăнпа усă кураççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
