Иртнĕ кĕçнерникун Йÿçкассинчи Хуртан вар уçланкинче халăх пултарулăхĕн регионсем хушшинчи «Сурăм çăлтăрĕсем» ятпа пĕрремĕш фестиваль иртрĕ. Фестиваль кăçалхипе виççĕмĕш хут пулчĕ, анчах та унта ку таранччен вырăнти коллективсем кăна хутшăннă. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх, çак фестивалĕн малашлăхĕ пысăк. Вăл Сурăм çăлтăрĕсем çулран-çул йышланса пыччăр тесе ăнăçу сунчĕ.
Уяв чылайччен асра юлмалла илемлĕ иртрĕ. Ăна «В орнаменте мира – наше единство» хореографи композицийĕпе уçрĕç. Сцена çинче кăна мар, уçланкăра та пур наци халăхне те тĕл пулма май килчĕ. Тĕрлĕ халăх тумне тăхăннă çынсем, вăл шутра ачасем, интерактивлă площадкăсене хутшăнчĕç. Çакă тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕринпе туслă пурăннине çирĕплетрĕ. Сумлă хăнасем уява уçиччен куравсемпе, тĕрлĕ ĕçпе паллашрĕç. Стендсем умĕнче вĕсем тăван тăрăх историне аса илчĕç. Мĕнле уяв-ха вăл тутлă апат-çимĕçсĕр? Уяв хăнисем хуран кукли туса кăна мар, пĕçерсе çисе те пăхрĕç. Йÿçкассисем иртнипе пуласлăх кĕперне çирĕплетсе хăйсен йăли-йĕркипе çутă малашлăха пăхрĕç. Апла пулсан пурнăç малаллах пырать-ха, çамрăк ăрăвăн камран тĕслĕх илмелли пур. Çамрăксен пуласлăхĕ шанчăклă. Çакна пăхсан чун-чĕре савăнать. «Ударник» хуçалăха Платон Павлович Давыдов ертсе пынă вăхăтра çак уçланкăра Акатуй хăватлăн кĕрлетчĕ. Халĕ вара унăн ывăлĕ, депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов пуçарнипе тата унăн пуçарăвне округ администрацийĕпе вырăнти халăх пулăшса пынипе уçланкăра каллех юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ку вăл – пурнăç кĕвви. Платон Павлович вăхăтĕнчи пек уçланкă кăна мар, Йÿçкасси тăрăхĕнче пурăнакансен чун-чĕри те чĕрĕлсе кайрĕ. Александр Платонович уява уçнă май, вăл çакăн пек пуçарăва тумасăр пултарайман. Кунта унăн ачалăхĕ кăна мар, ашшĕ-амăшĕн тата çак тăрăхра пурăнаканăн ачалăхĕ иртнĕ. «Çак уяв иртнипе пуласлăх кĕперĕ пултăр. Йÿçкасси çĕрĕ хăйĕн ывăл-хĕрĕшĕн чун туртакан вырăн пулса юлтăр», – терĕ Александр Платонович. Йÿçкасси пуххипе тата регионсем хушшинчи фестивальпе ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, округăн Хисеплĕ çынни Павел Вязов, Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Муркаш уйрăмĕн ертÿçи, культура пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова, Йÿçкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Шивирева, Мари Эл Республикин, Архангельск облаçĕн, Вăрнарпа Елчĕк тата кÿршĕри муниципалитетсенчи представительсем саламларĕç. Платон Давыдов ячĕпе ырă сăмах нумай каларĕç уявра. Уяв сцени çинче ял ĕçченĕсене саламларĕç. Вĕсем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Сумлă çулхи çынсене тата тин кăна çуралнă ачасене те тимлĕх уйăрчĕç. Юрă-ташăпа Мари Эл Республикинчи, Елчĕкпе Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Элĕк округĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем тата, паллах, Муркаш округĕнчи коллективсем савăнтарчĕç. Уçланкăра спорт тусĕсене те кичем пулмарĕ. Вĕсем волейболла вылярĕç, ытти енĕпе те ăмăртрĕç.
Август 2026 |
