Чăваш Енти çулталăкри чи лайăх воспитатель

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 09:49 Просмотров: 172

Сăн ÿкерчĕкре «Солнышко» ача сачĕн хастар воспитательне Ольга Петровăна куратăр. Тăрăшуллă вĕрентекен «Чăваш Енти çулталăк воспитателĕ – 2026» ята тивĕçрĕ.

Педагогсен професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕ яланхилле хĕрÿ иртрĕ, унăн финалне 200 ытла учительпе воспитатель хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев савăнăçлă лару-тăрура чысласа саламларĕ, республика хăйĕн вĕрентекенĕсемпе, воспитателĕсемпе хăпартланнине пĕлтерчĕ. Ольга Петрова ача садĕнчи «Пчелка» аслă ушкăнри ачасемпе ĕçлет. Воспитатель пултарулăхне вăл конкурссенче çĕнтерни те çирĕплетет.

– «Солнышко» ача садĕнче эпĕ воспитательте 25 çул ĕçлетĕп. Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет мана. Çак профессие çапла кăмăлламан пулсан ун чухлĕ ĕçлемĕттĕм те пулĕ эпĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнатăп, хама аталантарма, ăсталăхпа пĕлĕве ÿстерме тăрăшатăп. Ку конкурса эпĕ виççĕмĕш хут хутшăнтăм. Кăçал вара çĕнтертĕм, – терĕ Ольга Германовна. Унăн ÿсĕмĕ чылай. Республика шайĕнчи грант конкурсĕнче вăл тăватă хут çĕнтерчĕ, укçа хавхалантарăвне тивĕçрĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе вăл тĕрлĕ конкурса ьхутшăнать. Нумаях пулмасть хăйĕн воспитанникĕпе «Я – исследователь» конкурсра çĕнтерчĕ. Акă кунта вĕсен агролаборатори те пур, ачасемпе унта тăрăшаççĕ. Ача сачĕн мĕнле направленипе ĕçлемелле, пур енĕпе те ĕçлет воспитатель. Воспитатель тĕрлĕ вĕренÿ курсне тăтăшах хутшăнать. Ĕçне кура – хисепĕ. 25 çул хушшинче вăл тĕрлĕ пысăк наградăна тивĕçнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотипе, тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕпе, Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.

Воспитателе ачасем юратаççĕ. Коллективра вăл хисепре. Вăл ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Ольга Петрова обществăлла ĕçре те хастар, вăл – «Солнышко» ача сачĕн профсоюз пуçламăш организацийĕн ертÿçи. Ку тивĕçе те 25 çул пурнăçлать. Кирек епле çыншăн та çемье – тĕп вырăнта. Ольга Германовнăна нумай-нумай ача амăшĕ теме пулать, ача садĕнче йышлăн вĕт вĕсем. Кашнине хăйĕн ачине юратнă пек юратать. Хăй вара икĕ ачана кун çути панă. Нумаях пулмасть акă мăнук çут тĕнчене килнĕ. «Ку савăнăç шăпах та çак конкурс вăхăтĕнче пулчĕ. Паллах, çакă та мана çĕнтерме хавхалантарчĕ», – терĕ вăл.

Ольга Петровăна пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВ А.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6