Салтаксен çемйисене пулăшас ыйтусемпе

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 09:39 Просмотров: 196

Муркаш муниципалитет округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен координаци центрĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Вĕсем хăйсем патне пулăшу ыйтса тухнă 22 çын ыйтăвне пăхса тухнă. Ку йышра ятарлă çар операцине хутшăннă 2 салтак тата çав çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисен 20 членĕ пулнине палăртса хăвармалла.

Координаци центрĕн ларăвне Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов ертсе пынă. Калаçу никĕсĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисене социаллă пулăшу парассине тишкересси пулнă. Пĕрлехи ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пуçарнă «Мирлĕ пурнăçа тунă утăм» социаллă проекта пурнăçланине тата унăн малтанхи кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Ятарлă çар операци ветеранĕсемпе тата вĕсен çемье членĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлесси пирки ларăва пухăннисене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «Халăха социаллă пулăшу паракан Муркашри центр» бюджет учрежденийĕн директорĕ Ольга Иванова тĕплĕн каласа панă. Ольга Васильевна ларура ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем 39 ыйту хускатнине палăртнă. Вĕсенчен 34-шĕ çине граждансем аяккалла каймасăр координаци центрĕн ларăвĕнчех хурав тупнă. Ытти ыйтăва ăнланмалла хурав парассипе паян тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ. Ларура ятарлă çар операцийĕн ветеранĕн çемье членĕ вутă уйăрса пама ыйтнине те пăхса тухнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене социаллă пулăшу парассипе тăрăшакан координаци центрĕ ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама май пуррине палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6