Анлӑ ҫул сунатпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 09:36 Просмотров: 184

Ытларикун Муркаш округӗнчи вунпӗрмӗш класра вӗренекен 106 ҫамрӑкшӑн шкулти шӑнкӑрав юлашки хут янӑрарӗ. Вӑтам вӗренӳ заведенийӗсенче малалла вӗренме палӑртакан тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ 318 ачашӑн та шкулти шӑнкӑрав урӑх янӑрамӗ. Вӗсемшӗн те вӑл шкулти сывпуллашу шӑнкӑравӗ пулчӗ.

Шкулсенче ҫак уява халалланӑ савӑнӑҫлӑ линейкӑсене округ администрацийӗн яваплӑ ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Муркаш шкулӗнчи савӑнӑҫлӑ линейкӑна шкул директорӗ Николай Смирнов уҫрӗ. Вӑл выпускниксемпе тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсене пурне те экзаменсене кӗртнине палӑртрӗ. Паян шкултан вӗренсе тухакан 46 ҫын валли шкулӑн юлашки шӑнкӑравӗ янӑрӗ, 9-мӗш класа 116 шкул ачи вӗҫлет. Николай Евгеньевич вӗсене экзаменсенче ҫитӗнӳсем сунчӗ. Муркаш шкулӗнчен вӗренсе тухакансене уявпа муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов саламларӗ. Вӑл шкул ачисен ҫитӗнӗвӗсемпе хавхаланнине пӗлтерчӗ. Муниципалитет округӗн администрацийӗ вӗренекенсене пур енлӗн аталанма майсем ҫулсерен туса парас енӗпе мерӑсем йышӑннине палӑртрӗ. Александр Валерьевич ачасене пӗлӳпе опыт паракан педагогсене, ҫавӑн пекех ачасене ялан пулӑшакан ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, телей, ырлӑх тата мирлӗ тӳпе сунчӗ. «Сирӗнтен кашниех юратнӑ професси илесшӗн. Пире ӑслӑ та пултаруллӑ специалистсем кирлӗ. Эпир сире тӑван тӑрӑхра кӗтетпӗр», – терӗ округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов, вӑл выпускниксене экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма сунчӗ. Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Александр Кирьянов выпускниксене пурнӑҫри ыйтусене шкулти пекех хастар татса пама сунчӗ. Вӗренсе тухакансене шкул пӗтернӗ ятпа округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова саламларӗ. Вӗсене тӗллевлӗ пулма, хӑйсен ҫӗршывӗн чӑн-чӑн гражданӗсем пулма сунчӗ. Вӗренсе тухакансене уяв хӑнисемпе ашшӗ-амӑшӗ те саламларӗҫ. Вӗренсе тухакансем хӑйсем те педагогсене тав турӗҫ. Унтан вӗсем пурте шкулти юлашки вальсра ҫаврӑнчӗҫ. Шкулти юлашки шӑнкӑрав та янӑрарӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6