Акатуй – июнĕн 12-мĕшĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 09:33 Просмотров: 176

Çулленех чăваш çынни, çурхи ака- суха ĕçĕсене вĕçлесен, Акатуйне пуçтарăнать. Кăçал çанталăк чăрмав кÿчĕ пулин те, пулас тухăç никĕсне хывса хăварнă.

Акатуй Раççей кунĕнче – июнĕн 12-мĕшĕнче – Лантăш вăрманĕн уçланкинче иртет. Ăна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланă. Уяв программи яланхи пекех пуян. Хăнасем уçланкăра интерактивлă лаптăксемпе, ал ĕç куравĕпе паллашаççĕ. Уяв вара «Килĕр, туссем, уява!» кĕвĕпе хореографи композицийĕпе пуçланать. Акатуйне чаплă лару-тăрура 11 сехетре уçаççĕ. Пухăннисене округ пуçлăхĕ, республика ертÿлĕхĕн пайташĕсем саламлаççĕ. Ырми-канми ĕçленисене чысласси уяв программинче тĕп вырăн йышăнать. Маттуррисене сцена çине кăларса тав сăмахĕ калаççĕ. Ĕç династийĕсене парнесем параççĕ. Нумай ачаллă çемьесене чысласси – ырă йăлара. Унтан муркашсене хăнасем уяв ячĕпе саламлаççĕ. Концерт программи 12 сехет те 30 минутра пуçланать. Малтан пĕрлештернĕ хор юрлать. Унтан художество пултарулăх коллективĕсем, ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррипе савăнтараççĕ. Максим Босх юрăç хăйĕн программипе паллаштарать. Шупашкар хулин капелли те юрă-кĕвĕ парнелет. Уявра ача-пăчана та кичем пулмĕ. Вĕсене карусельсем, аттракционсем, вăйăсем кĕтеççĕ. Спорта юратакансене валли уйрăм программа хатĕрленĕ. Яланхи пекех волейбол турнирĕ иртет. Пăт пуканĕ çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе, армспортра, чăваш наци кĕрешĕвĕпе, бокспа çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. «Ял картишĕ» хăнасене хапăлласа йышăнать. Кунта территори пайĕсен пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Муркаш округĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан выставка та кăсăклă пулĕ. Уявра хăнасене тутлă апат-çимĕç тутанма сĕнеççĕ.

Акатуйне пурне те чĕнеççĕ!

Йĕркелÿ комитечĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6