Уяв сцени çинче – çемьесем

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 14:09 Просмотров: 334

Муркашри Культура çуртĕнче майăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă мероприяти питех те савăнăçлă та анлăн иртрĕ. Уяв сцени çинче пĕр харăсах икĕ мероприяти пулчĕ: пĕри – «Çемье – пысăк тĕлĕнтермĕш» ятпа тăваттăмĕш хут иртекен муниципалитет шайĕнчи çемье фестивалĕ, тепри – республикăри «Çулталăкри çемье» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕ. Çемьесен уявĕ вĕренÿ пайĕ, культура пайĕ, ЗАГС пайĕ тата «Ачалăх навигаторĕсем» организацин вырăнти уйрăмĕ йĕркеленипе иртрĕ.

Уява пухăннисене округ пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламларĕ, çемьесене килĕшÿпе ăнлану тата фестиваль конкурсра ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех культура пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен округри канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова саламларĕ, çемьесене активлă пулнăшăн тав турĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн муниципалитетри координаторĕ, «Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ» ФГБУн ертсе пыракан эксперчĕ Алевтина Рожкова та ăшă сăмахсем каласа ăнăçу сунчĕ. Вăл каланă тăрăх, çемье пĕлтерĕшĕ пысăк, фестиваль çемье йăли-йĕркине упрама, ăна ăруран-ăрăва куçарма, çемье хаклăхне ÿстерме май парать. ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Иванова чылай çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăрсене саламларĕ. Муркашри Харитинăпа Иван Тимофеевсен – «изумруд» туй. Оринин тăрăхĕнчи Нинăпа Анатолий Казамбаевсен тата Зойăпа Анатолий Александровсен – «ылтăн» туй. Çемье юбилярĕсем юбилей альбомĕнче алă пусса çирĕплетрĕç, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларĕç. «Çемье – пысăк тĕлĕнтермĕш» фестивале вара 16 çамрăк çемье хутшăнчĕ. Кашни çемьен ăсталăхĕ пысăк пулчĕ. Уяв сцени çине тухиччен вĕсем ал ĕçĕ тума вĕрентрĕç, интерактивлă площадкăра астăлăх кăтартрĕç. Вĕсем пурте пултаруллă пулнине курса ĕнентĕмĕр эпир. Ĕçсенче чăвашлăх туйăмĕ те палăрчĕ. Сцена çинче те вĕсем хăйĕсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юрă-сăвăра тата ытти ĕçре патриотизм, çывăх çынна, Тăван çĕршыва юратнин туйăмĕ палăрчĕ. Кашниех тăрăшуллă пулнăран пĕр çемье те тимлĕхсĕр юлмарĕ, уяв сцени çинче пурне те тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Республикăри «Çулталăкри çемье» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнче «Социаллă яваплхăлă çемье» номинацире Магомедовсен çемйи çĕнтерчĕ. «Спортпа туслă çемье» – Илугинсен çемйи, «Туслă çемье» номинацире Суховсен çемйи палăрчĕ. «Пултаруллă çемье» – Столяровсен çемйи. «Ĕçчен çемье» – Ермолаевсен çемйи. Смоляниченкосен çемйи вара конкурсăн чăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6