Мăн Сĕнтĕр, Отарккă почта уйрăмĕсем уçăлнă

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 13:58 Просмотров: 323

Муркашри почта уйрăмĕ умне хупăнас хăрушлăх тухса тăнă. Ĕçрен тÿрех виçĕ сотрудник тухса кайнă. Сăлтавĕ – ĕç укçи пĕчĕкки.

Вăхăтлăха почта уйрăмĕ кашни эрнере виçĕ кун ĕçлет: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен. Асăннă кунсенче клиентсене 13 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кăна йышăнаççĕ. Хальлĕхе кунта посылкăпа çыру яма тата илме çеç пулать. Регион менеджерĕ Ирина Иванова лайăх хыпар та пĕлтерчĕ. Мăн Сĕнтĕрпе Отарккăри çыхăну уйрăмĕсем çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Почта уйрăмĕсем тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен ял çыннисене кĕтеççĕ. Ĕç кунĕ 8 сехетрен пуçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6