Алла Салаева: «Патриотизм Тӑван ҫӗршыва юратнинчен пуҫланать»

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 13:47 Просмотров: 307

Патриотизм теми «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тата Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаевӑн ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса юлать. Партин Халӑх программине пурнӑҫа кӗртнине муниципаллӑ округсенче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра калаҫу час-часах СВОна хутшӑнакансене пулӑшни, историлле асаилӗве упрани тата ҫамрӑксене воспитани парасси ҫинчен пуҫланать. Уйрӑмах ҫак ӗҫ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн уҫҫӑн палӑрчӗ. Ачаранах хамӑр историе хисеплеме вӗрентмелле

– Эпир ачасене мӗнле воспитани панинчен ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ килет. Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланас туйӑма, ашшӗсемпе аслашшӗсен паттӑрлӑхне хисеплессине ачаранах хӑнӑхтарни питӗ пӗлтерӗшлӗ, – палӑртрӗ Салаева Вӑрнар округӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулсан. Апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче депутат Патшалӑх Думинче Элӗк, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне округӗсенчи шкул ачисене кӗтсе илчӗ. Ҫул ҫӳрев вӑл пуҫарнипе тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Свешников пулӑшнипе пулчӗ. Ачасене парламент ӗҫӗ тата саккун никӗсӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Шкул ачисем валли ҫавӑн пекех ПатшалӑхДумипе Поклоннӑй тӑвӗ ҫинчи Ҫӗнтерӳ музейӗ тӑрӑх экскурсисем йӗркелерӗҫ.

– Алла Леонидовнӑпа тӗл пулни пирӗн асра юлчӗ. Вӑл кӑткӑс япаласем ҫинчен питӗ ансат та ӑнланмалла каласа пачӗ, – терӗ Атнар шкулӗн вӗренекенӗ Надежда Кузьмина. Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗрентекенӗ Галина Артемьева ҫул ҫӳрев ачасене нумайлӑха асра юлассине палӑртрӗ.

– Алла Леонидовнӑна ачасене тимлӗх уйăрнӑшӑн тата Мускавра пулма май туса панӑшӑн тав тӑвас килет. Ҫул ҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Владимир Васильевич Свешникова та тав, – терӗ вӑл. Юлашки ҫулсенче депутат чӗннипе Патшалӑх Думине Чӑваш Енри пилӗкҫӗр шкул ачи ҫитсе курнӑ ӗнтӗ. Чылайӑшӗшӗн ку ҫӗршывӑн тӗп хулипе тата Раҫҫей парламенчӗн ӗҫӗпе пӗрремӗш хут паллашни пулса тӑрать.

СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене тата ветеранӗсене пулӑшасси

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн депутат 54-мӗш шкула ҫитсе курчӗ, унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗпе Михаил Сорокинпа тӗл пулчӗ. Михаил Григорьевич 100 ҫул тултарчӗ. 60 ҫул ытла медицинӑна халалланӑ вӑл. Ветеран каланӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла вӑл ҫурт тӑрри шӑтнӑран хваттер сиенленнӗ хыҫҫӑн депутатран пулӑшу ыйтнӑ. Ыйтӑва оперативлӑ татса пама май килнӗ.

– Алла Леонидовна пирӗн ҫемьешӗн – чӑн-чӑн хуралҫӑ пирӗшти. Вӑл ҫынсене яланах тимлӗх уйӑрать, нихӑҫан та айккинче юлмасть, – каласа кӑтартрӗ ветеран ывӑлӗ Геннадий Сорокин.

Тӗл пулу вӑхӑтӗнче депутат ветеранпа__ шкул ачисене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламланӑ, ҫамрӑксене аслӑ ӑруран тӗслӗх илме чӗнсе каланӑ.

– Лайӑх вӗренӗр, тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнӑр, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлӗр, – ачасене чӗнсе каларӗ Михаил Сорокин. Тата тепӗр тӗл пулу СВОна хутшӑнакан ҫемйинче (вӑл «Космос» хушма ятпа ҫӳрет) иртнӗ. Калаҫнӑ вӑхӑтра мӑшӑрӗ пӗртен-пӗр татса паман ыйту пурри пирки – Мирослав кӗҫӗн ывӑлӗ валли ача садӗнчи вырӑн килтен аякра пулнине каласа кӑтартнӑ. Депутат ыйтӑва татса панине пӗлтерчӗ: ача ҫурт ҫумӗнчи ача садне ҫӳреме пултарӗ. Тӗл пулу хыҫҫӑн Алла Салаева, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ҫирӗп ҫемье» проект ертӳҫи пулнӑ май, пулӑшу мерисем чӑнах та СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшнине курнине палӑртрӗ.

– Хӳтӗлевҫӗ хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшнине пӗлсен ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама лӑпкӑрах, – палӑртрӗ вӑл.

Истори асаилӗвне упраса хӑварасси

– Тата тепӗр чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр – истори астӑвӑмне упрасси. Паян хамӑр историе тата Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне асра тытни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, – палӑртрӗ Алла Салаева Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулсан. Ҫак ӗҫӗн символӗсенчен пӗри – «Чӗмсӗр чикӗсем тӑвакансене» халалланӑ мемориал. Алла Салаева Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн председателӗпе Наталья Николаевӑпа пӗрле ӑна йӗркелес ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ. Чылай вӑхӑт Сӑрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тӑвакансен историйӗ сахал паллӑ пулнӑ. 2020 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗ хыҫҫӑн ҫак темӑна тарӑнрах тӗпчеме, хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене ӗмӗрлӗхе асра хӑварма май килчӗ.

– Шӑпах Олег Алексеевич пуҫарнипе Сӑр чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне упрас енӗпе пысӑк ӗҫ пуҫланчӗ. Ҫакӑ республика историйӗ тата чи йывӑр условисенче Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫленӗ ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫине ҫӗнӗлле пӑхма май пачӗ, – палӑртрӗ Алла Леонидовна. Паян мемориал республикӑри патриотла тĕп площадкӑсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Кунта Мускаври Александровски садран илсе килнӗ Ӗмӗрхи ҫулӑм ялкӑшать. Ҫулӑмпа килекен автоколоннӑна хуласенче пурӑнакансем куҫҫуль витӗр кӗтсе илнӗ. Шупашкар округӗнчи Урай Макаҫ ялӗнче тепӗр мемориал комплексӗ уҫӑлчӗ. Кунта Паттӑрсен аллейине, парка, часовня тата Ӗмӗрхи ҫулӑм йӗркеленӗ.

– Пире ҫар техники ҫеҫ ҫитместчӗ. ЭпӗАлла Салаевӑран ыйтрӑм та, вӑл тӳрех пирӗн шухӑша ырларӗ. Оборона министерстви комплекс валли виҫӗ тупӑ уйӑрчӗ. Пирӗншӗн ку пысӑк пулӑм, – каласа кӑтартрӗ проекта пуҫаракан Христофор Макаров.

Чӑваш Ен хӑйӗн паттӑрӗсене хисеплет

– Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ячӗсем ачасемпе юнашар пулни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ – шкулсенче, хуласенче, кулленхи пурнӑҫра. «Паттӑрсен хӑми» проект вӑл – Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ ҫынсене хисеплени, – палӑртрӗ Алла Салаева Совет Союзӗн Геройӗсен асӑну хӑмисене уҫнӑ чухне. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта Совет Союзӗн Геройӗсем Михаил Карпеевпа Иван Герасимов ячӗсемпе асӑну хӑмисем уҫрӗҫ. Церемонисем 4-мӗш гимназире тата 23-мӗш шкулта иртрӗҫ. Проект «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пулӑшнипе тата Патшалӑх Думин депутачӗ хӑй хутшӑннипе пурнӑҫланать. Темиҫе ҫул каялла Алла Салаева Раҫҫейри ҫарпа истори обществин председателӗпе Владимир Мединскийпе тӗл пулнӑ. Вӑл шкулсенче унта вӗреннӗ паттӑрсен асӑну хӑмисем вырнаҫтарма сӗннӗ. Пуҫарӑва ырларӗҫ. Чӑваш Ене 15 мемориал хӑми панӑ ӗнтӗ.

– Тавтапуҫ ҫакӑн пек пуҫарушӑн. Эсир асаилӳпе историе тавӑрма пулӑшрӑр, – терӗ 4-мӗш гимнази директорӗ Антонина Буданцова. Церемонисем вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем паттӑрсене асра тытса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ, чечексем хучӗҫ, шкул ачисем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсене шӑрантарса чаплӑ маршпа утса иртрӗҫ.

Патшалӑх Думине АПК ветеранӗсем валли ҫул ҫӳрев йӗркелени

Алла Леонидовна Патшалӑх Думине шкул ачисене кӑна мар, аслӑ ӑру представителӗсене те тӑтӑшах йыхравлать. Нумаях пулмасть Мускава Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем килсе кайнӑ. Чылайӑшӗшӗн ҫак ҫул ҫӳрев тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫлани пулчӗ. Хӑнасем Раҫҫей парламенчӗн ӗҫӗпе паллашрӗҫ, ларусен залӗсенче пулчӗҫ, депутатсемпе калаҫрӗҫ.

– Пире питӗ килӗшрӗ. Пысӑк туйӑмсем асра юлчӗҫ, Патшалӑх Думинче те пире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, – каларӗ Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветерансен союзӗн членӗ Валентин Романов. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранĕсен союзӗн председателӗ Александр Самылкин ветерансем ҫул ҫӳревпе питӗ кӑмӑллӑ пулнине, ҫӗршыв парламентне ҫитсе курма май пулнишӗн тав тунине палӑртрӗ. Депутат каланӑ тӑрӑх, кун пек тӗл пулусем ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫне хутшӑннине туйма, патшалӑхӑн чи кирлӗ йышӑнӑвӗсене мӗнле йышӑннине курма пулӑшаҫҫӗ.

Алексей Кряжинов .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6