Муркаш муниципалитет округĕнче пĕрлехи информаци кунĕ юнкун иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн округа Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков килсе çитрĕ.
Кун йĕркинче пĕрле пăхса тухнă тĕп ыйтусем: çуллахи вăхăтра пĕве-кÿлĕре шыва кĕме хатĕрленесси тата хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси, «Единая Россия» партин «Новая школа», «Городская среда» проекчĕсене, «Земский тренер», «Земский работник культуры» программăсене вырăнсенче пурнăçа кĕртесси, йăлари газ приборĕсемпе хăрушлăхсăр усă курасси т. ыт. те. Тĕл пулу ку хутĕнче Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче иртрĕ. Округ пуçлăхĕпе Александр Ивановпа тата яваплă специалистсемпе ирттернĕ тĕл пулура информаци кунне ирттерекенсем çу кунĕсемпе çыхăннă, нумайăшне пырса тивекен ыйтусене пăхса тухрĕç. Информаци кунне Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансем кĕтни палăрчĕ: тĕл пулăва ку хутĕнче çынсем унчченхисенчен йышлăрах килнĕ. Вĕсене çĕрсемпе усă курасси, ялсем таврашне тирпей-хăт кĕртесси, шкулсем юсани, ачасене вĕренме çĕнĕ условисем туса пани кăсăклантарчĕ. Тĕл пулу çу кунĕсенче шывра асăрхануллă пуласси çинчен калаçнипе пуçланчĕ. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра шыва кĕрекенсем инкеке лекни пулман. Кăçал округра шыва кĕмелли 16 вырăн хатĕрлеççĕ.
– Паян пирĕн тĕл пулăва килнисем вырăнсенче пурăнакансемшĕн активлă çынсем пулни иккĕлентермест. Апла пулсан вĕсем хускатнă ыйтусене май пур таран хăвăртрах татса пани округ пурнăçĕшĕн тата ĕçĕ-хĕлĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланать. «Новая школа», «Городская среда» проектсем, «Земский тренер», «Земский работник культуры» программăсене ялсенче тĕпленсе пурăнакансем валли хатĕрленĕ. Ку вăл малаллахи пурнăç аталанăвĕн никĕсĕ. Асăннă проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртме пирĕн пĕр ушкăна пухăнса ĕçлемелле, – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çакна хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова уйрăм тĕслĕхсемпе палăртса хăварчĕ. Зоя Юрьевна хăйĕн сăмахĕнче округри вĕренÿ системи пурнăç уттинчен юлмасăр аталанса пыни пирки каларĕ. Çакна юлашки çулсенче Кашмашра çĕнĕ шкул, Москакассинче çĕнĕ ача сачĕ хута яма пултарни çирĕплетет. Хальхи вăхăтра Çатракассипе Йÿçкасси шкулĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Тĕл пулура Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул директорĕ Людмила Ванюшкина патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕрентÿ заведенийĕнче капиталлă юсав ирттерме, хыççăн шкул территорине тирпей-илем кĕртме май килни пирки каласа пачĕ. Халĕ кунта ачасене тарăн пĕлÿ пухма, патриотла воспитани илме çителĕклĕ услови туса панă. Паян округра пурăнакансем «Городская среда» проектпа Муркашри Октябре 50 çул урамра спортпа кану вырăнĕ йĕркелессишĕн сасăлаççĕ. Хальхи вăхăта сасăлава 2714 çын хутшăннă та. Информаци кунĕнче округра «Земский работник культуры», «Земский тренер» программăсене вăя кĕртессипе ĕçсем епле пынине пăхса тухрĕç. «Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов газпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, ахальлĕн пысăк инкексем пуласси пирки уйрăм тĕслĕхсемпе асăрхаттарчĕ. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май ĕçсене пурнăçланă вăхăтра пурин те çине тăрса вăй хумалли пирки каларĕ.
Анатолий ПЕТРОВ
Август 2026 |
