Муркаш ҫӗрӗ республикӑна чаплӑ ывӑлсемпе хӗрсем нумай парнеленӗ. Анчах Николай Никольский чӑваш халӑхӗн аталанӑвне хывнӑ тӳпи чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ.
Май уйӑхӗн 19-мӗшӗнче унӑн тӑван кӗтесӗнче, Купӑрля ялӗнче, чаплӑ ентеш ҫуралнӑранпа 148 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Николай Никольский ӑсчах-энциклопедист, историк, этнограф, фольклорист, лексикограф, педагог, аслӑ шкул йӗркелӳҫи тата Атӑл ҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи пулнӑ. Вӑл чӑвашсен пӗрремӗш «Хыпар» хаҫатне никӗслесе редакциленӗ. Ял хуҫалӑхӗпе халӑх медицинине тарӑннӑн пӗлнӗрен вӑл ялти ҫынсене пулӑшма яланах хатӗр пулнӑ. Ҫавӑн пек астуса юлнӑ та ӑна ял ҫыннисем. Юбилей ячӗпе Николай Никольский бюсчӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ митинг пулчӗ, унта чечексем хучӗҫ. Хӑнасемпе ял ҫыннисем ӑсчахӑн музейне ҫитсе курчӗҫ, Никольский паркӗнче концерт йӗркелерӗҫ. Волейбол турнирӗ те иртрӗ. Уйкас Янасал территори пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Михайлова, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Рената Ананьева, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев митингра тухса калаҫрӗҫ.
Август 2026 |
