Сывлӑх патне утӑм тӑвар

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 10:58 Просмотров: 336

Республикӑра ҫулла «Сывлӑх патне утӑм» проект ҫӗнӗрен пуҫланӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев проекта ҫӗнӗрен пуҫарма хатӗрленессине Патшалӑх Думин депутачӗпе Алла Салаевӑпа, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе, ҫав шутра медицина пӗрлӗхӗн представителӗсемпе сӳтсе явнӑ.

Иртнӗ сезонта медицина бригадисем 550 хут ытла ҫула тухнӑ, 69 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Пӗрремӗш хут 1570 чире, ҫав шутра онкологин малтанхи тапхӑрӗсене те тупса палӑртнӑ. Кӑҫал проекта вӑйлатӗҫ: тухса ҫӳрекен «Кардиопоездсем» тата «Ача-пӑча тухтӑрӗ» бригадӑсем хутшӑнӗҫ. Аякри территорисенче пурӑнакансене тата ӗҫ коллективӗсене уйрӑм тимлӗх уйӑрӗҫ. Пӗтӗмпе 500 хут ытла ҫула тухма палӑртнӑ, республикӑра пурӑнакан 73 пине яхӑн ҫынна тӗрӗслемелле. «Ача пӑча тухтӑрӗ» бригада пӗрремӗш ҫул ҫӳреве июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ, «Кардиопоезд» – июнь уйӑхӗн 4-мӗшӗнче. Медицина чатӑрӗсен йӑлана кӗнӗ ӗҫӗ вара «Сывлӑх патне утӑм» шайӗнче июнь уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев соцсетьсен страницисенче ҫынсене пур майсемпе усӑ курса сывлӑхӗсене тӗрӗслеттерме чӗнсе каланӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6