Пултаруллă педагог

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 10:55 Просмотров: 307

Сăн ÿкерчĕкре Шатракасси шкулĕн хастар педагогне Ольга Вишневăна куратăр. Вăл ачасене тăван чĕлхене юратма, унпа хăпартланма вĕрентет. Ку енĕпе учитель чылай ĕç тăвать. Ольга Александровна хăй тĕллĕн тата ытти авторпа пĕрле пĕлÿ парас енĕпе тĕрлĕ методика пособийĕ пичетлесе кăларнă. Учительпе унăн вĕренекенĕсем – тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем. Çавăн пекех педагог чăвашла сăвă йĕркисем шăрçалама ăста. Тăрăшулăхне кура Ольга Вишневăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ республика грантне тата ытти наградăна тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6